Чӑваш Республикин наци библиотеки Чӑваш тӗррин кунне халалласа «Чӑваш тӗррин илемӗ» виртуаллӑ курав йӗркелерӗ. Курав чӑваш тӗррин уйрӑмлӑхӗсене уҫса парать тата нумай вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарать. Кунта чӑваш тӗрри мӗнле пуҫланса кайни, тӗрӗ символикипе орнаменчӗ, чӑваш тӗррин паха тӗслӗхӗсем ӑҫта упраннине тата ӑна ҫӗнӗрен ҫӗкленсе вӑй илме пулӑшакан ал ӑстисем, тӗпчевҫӗсем ҫинчен информаци тупма пулать.

«Чӑваш тӗррин ҫӑлкуҫӗ» пай чӑваш тӗрри мӗнле пуҫланса кайни тата унӑн аталану ҫул-йӗрӗпе паллаштарать. Тӗрӗ – чӑваш халӑх искусствин мӗн авалтан аталанса пынӑ, ҫӳллӗ пусӑма ҫитнӗ тӗсӗсенчен пӗри. Чӑвашсен паллӑ искусствоведени докторӗ Алексей Трофимов шухӑшӗпе чӑваш тӗрри темиҫе пин ҫул каялла амаланма пуҫланнӑ, унта пин-пин ҫул йӗрӗ…

Тӗрӗҫӗн кашни ҫӗвви, эрешӗ мӗне те пулин пӗлтерет-ҫке! Авалхи чӑвашсен тӗррине «ҫыруллӑ» теҫҫӗ, эрешӗсенче несӗлсен руна ҫырӑвӗ упранса юлнӑ. Чӑваш тӗрринчи кашни ҫӗвӗн хӑйӗн вырӑнӗ пулнӑ, тӗрлӗ япала валли тӗрлӗ ҫӗвӗпе усӑ курнӑ. Тӗслӗхрен, пӗр енчен курӑнакан япаласене – кӗпене, масмака, туй минтерӗн питне – пӗр енлӗ ҫӗвӗсемпе илемлетнӗ. Икӗ енӗ те пиччен япаласене – сурпана, ҫулӑка, хӗр пӗркенчӗкне – йӗпкӗн, шулам, чӑрмалла, каснӑ шӑтӑкла ҫӗвӗсемпе усӑ курса капӑрлатнӑ. Чӑваш тӗррин тепӗр хӑйне евӗрлӗхӗ – ҫӗвӗ нумай пулни: 31 ҫӗвӗ тата вӗсен 36 тӗсӗ. Çав ҫӗвӗсен вӑрттӑнлӑхӗсемпе тата чӑваш тӗррин пуян эрешӗсемпе «Чӑваш халӑх тӗррин эрешӗсемпе символӗсем» пайра паллашма май пур.

Куравӑн «Раҫҫей музейӗсенчи чӑваш тӗрри» пай та кӑсӑклӑ. Чӑваш халӑх тӗрри тӗнчери нумай музейра упранать. Питӗрти Раҫҫей патшалӑх этнографи музейӗнчи чӑваш тӗррин коллекцийӗ питех те пуян. Ҫавӑн пекех чӑваш тӗррин тӗрлӗ тӗсӗсем Пушкӑртпа Тутар республикисенчи, Саратовпа Самара хулисенчи музейсенче, Чӑваш наци музейӗнче, ӑслӑлӑх архивӗсенче, ял тата район музейӗсенче, уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче тӗл пулаҫҫӗ.

Паллӑ ал ӑстисен – Екатерина Ефремова, Евгения Жачева, Мария Симакова тата ытти ал ӑстисен ӗҫӗсемпе тата кун-ҫулӗпе «Тӗрӗҫӗсем» пай тӗплӗн паллаштарать.

Чӑваш тӗррине тӗпчес енӗпе нумай ӗҫ туса ирттернӗ. Тӗрӗ хӑҫан пуҫланса кайнине, мӗнле аталаннине, унӑн вӑрттӑнлӑхӗсене паллӑ тӗпчевҫӗсем – Нина Гаген-Торн, Алексей Трофимов, Никита Воронов, Моисей Спиридонов, Татьяна Акимова тата ыттисем те тӗпченӗ. Вӗсем ҫинчен «Тӗпчевҫӗсем» пайра паллашма пулать.

Чӑвашсен паллӑ ҫыравҫисем чӑваш тӗррин пуян эрешӗсене мухтаса сӑвӑ-калавсем ҫырнӑ. Анатолий Смолин, Раиса Сарби, Алексей Трофимов тата ытти ҫыравҫӑсен хайлавӗсем «Сӑвӑсем» пайра вырӑн тупнӑ.

Виртуаллӑ куравра ҫавӑн пекех чӑваш тӗррине халалланӑ библиографи списокӗпе те паллашма май пур. Ǎна «Литература» пайра вырнаҫтарнӑ.

Курав чӑваш тӗррин ӳкерчӗксемпе питӗ пуян. Ку вара чӑваш тӗррин илемне тата философиллӗ пӗлтерӗшне ӑнланма пулӑшӗ.

«Чӑваш тӗррин илемӗ» виртуаллӑ куравпа Чӑваш Республикин наци библиотекин сайтӗнче паллашма пулать.