Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотеки онлайн мелӗпе (ZOOM платформӑра) «Пӗрле вулатпӑр = Читаем вместе» акци ирттерчӗ. Ӑна ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫул, И.Я. Яковлев чӑваш халӑхне панӑ халала 100 ҫул ҫитнине тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа йӗркеленӗ. Калаҫӑва «Хавал» обществӑлла пӗрлӗхӗн ертӳҫи Александр Блинов, Чӑваш халӑх сайчӗн ертӳҫи Николай Плотников, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Атнер Хусанкай, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ Евгений Майков, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫтешӗсем, библиотекарьсем хутшӑнчӗҫ.
Ҫавра сӗтелте сӳтсе явнӑ тӗп ыйтусенчен пӗри – компьютерта тата смартфонра чӑвашла ҫырнӑ чухне сиксе тухакан йывӑрлӑхсем: тӗрлӗ учрежденисенче тӗрлӗрен майсемпе усӑ курса ҫырни, смартфонсем ҫинче чӑвашла ҫырма йывӑрри, «Яндекс.Клавиатура», «GBoard» йышши сарӑмсем ҫинчен халӗ те пурте пӗлменни т.ыт.те.
Калаҫӑва пӗтӗмлетнӗ май хутшӑнакансем чӑвашла ҫырас меле стандартизацилеме, тӗрлӗ учрежденисене хальхи меслетсем ҫине куҫарас ӗҫре тата чӑвашла сарӑмсене операци системисене хушас ӗҫре пулӑшу ыйтса чӑваш правительстви патне ҫырупа тухма йышӑнчӗҫ.