Чӑваш Республикин Наци библиотеки 2022 ҫулхи ака уйӗхӗн 25-мӗшӗнче, чӑваш чӗлхи кунӗнче, «ˮНарспиеˮ вулатпӑр» проекта пуҫарчӗ. Унӑн тӗллевӗ – ҫынсене чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов пултарулӑхӗпе паллаштарасси. Пултаруллӑ чӑваш поэчӗн 17 ҫулта ҫырнӑ «Нарспи» поэми – унӑн пултарулӑхӗн чи ҫулти тӳпи шутланать. «Ку – наци тӗлӗнтермӗшӗ, революцичченхи чӑваш культурин тӳпи», – ҫапла хакланӑ чӑваш халӑх поэчӗ Петр Хусанкай «Нарспи» поэмӑна.

Чӑваш Республикин Наци библиотеки Константин Ивановӑна «Нарспи «спектакльне лартнӑранпа 100 ҫул тата «Нарспи» оперӑна ҫырнӑранпа 55 ҫул ҫитнине халалласа йӗркеленӗ «Наци кĕтречĕ. Константин Иванова халалласа» ятлӑ курава уҫнӑ ҫӗрте Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев ҫак проекта поэмӑн пӗрремӗш ҫаврине вуласа пуҫласа ячӗ. Поэмӑна малалла ҫак илемлӗ курава курма килекенсем вуларӗҫ.

 «»Нарспие» вулатпӑр» проекта йӗркелекенсем поэма текстне пысӑках мар фрагментсем ҫине пайланӑ. Вӗсене вулама ик-виҫӗ минут кирлӗ. Халӗ вара, «Нарспие» чӑвашла вуланине хӑйсем тӗллӗн пӗр-пӗр хулари е ҫӗршыври паллӑ вырӑнта видеосюжет ӳкерсе ярса пама кӑмӑл пур хастарсене шыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех выставкӑна килсе куракан кашни ҫын «Нарспи» сыпӑкне, литература текстне хӑй мӗнле ӑнланнине кура, вуласа пама пултарать.

Пур файлсене те уоutubра вырнаҫтарӗҫ, ссылкисене вара Чӑваш Республикин Наци библиотекипе Культура Министерствин сайчӗсем ҫинче тупма май пур.

Кӑмӑл тӑвакансене «Наци кĕтречĕ. Константин Иванова халалласа» курава килсе курма тата «»Нарспие» вулатпӑр» проекта хутшӑнма йыхравлатпӑр.

Видесюжетсене 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен ҫак адреспа ярса пама ыйтатпӑр: kray@nbchr.ru. Ҫыхӑнмалли телефон: (8352) 230-217 (хушма 144, 147).

Пӗлме:

2015 ҫулта Консантин Иванов Ҫулне халалласа Наци библиотеки «Нарспие» вулатпӑр» пӗтӗм тӗнчери проекта йӗркеленӗ. Ҫак проекта 29 ҫӗршывран тата 45 хуларан 120 ытла ҫын хутшӑннӑ: Раҫҫӗйпе Китайран, Франципе АПШран, Швеципе Кувейтран, Перупа Германирен, Англипе Индирен, Турципе Испанирен, Австралипе Ирландирен, Греципе Иорданран, Австрипе Казахстанран, Венгрипе Финляндирен, Тайландпа Латвирен, Ҫӗнӗ Зеландирен, Португалирен, Хорватирен, Монголирен тата Доминикан Республикинчен. Проекта хутшӑнакансем – тӗрлӗ ҫулсенчи тата тӗрлӗ тӗне ӗненекен, тӗрлӗ профессисемпе тӗрлӗ наци, хӑйсене майлӑ вулас уйрӑмлӑхлӗ, калаҫӑвӑн хӑвӑртлӑхӗпе тата дикцийӗпе уйрӑлса тӑракан ҫынсем пулчӗҫ, ҫакӑ уйрӑмах интереслӗ. Проекта икӗ енлӗ пурнӑҫланӑ: поэмӑн вырӑсла куҫарӑвне пӗтӗмӗшле вулани тата поэмӑн пӗр сыпӑкне тӗрлӗ чӗлхепе вулани. Ҫак вулав акцийе чӑвашсен гениллӗ поэчӗн Константин Ивановӑн поэмине тӗнчери халӑхсен 20 чӗлхипе янӑрама май пачӗ. Ҫавна пула Чӑваш Республин Наци библиотеки 2 видеофильма йӗркелерӗ, вӗсене библиотекӑн joutub-каналӗнче курма май пур.