Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн черетлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ, ларăва халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Чăваш Республикин Профессиллĕ писательсен союзĕн пайташĕсем, Чăваш кĕнеке издательствин, «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем, артистсемпе çыравçăсем, журналистсемпе вĕрентекенсем тата библиотекарьсем пĕр шухăшлă пулса Лариса Петрова çамрăк сăвăçа саламлама килнĕ.

Савăнăçлă лару-тăрура унăн пĕрремĕш кĕнекине пахаларĕç. Вăл, «Мĕн çинчен авăтать-ши куккук?» ятлăскер, кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курчĕ. Кăларăма вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ, апла пулин те вăл чăваш поэзине юратакан кирек хăш ӳсĕмри çыншăн та паха парне пулĕ. Кĕнекене алла тытма – вăхăт, автор шухăш-кăмăлне туйса илме туртăм пултăр çеç.

Тӗплӗнрех