Чӑваш Республикин Наци библиотекинче утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче поэт, прозаик, драматург, критик, публицист, куҫаруҫӑ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Николай Александрович Теветкел (Петровский) ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ литература каҫӗ иртрӗ.

Фоторепортаж

Мероприятие культурӑпа искусство деятелӗсем, ӑсчахсем, библиотека ӗҫченӗсемпе вулакансем, ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсем, ентешӗсемпе юлташӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Уява Наци библиотекин директорӗ Роза Лизакова уҫрӗ. Вӑл сӑвӑҫӑн пултарулӑхӗ чӑваш культуришӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ, хӑнасене «Теветкел Николай Александрович» биобиблиографи указателӗпе паллаштарчӗ. Ҫак указателе Олимпиада Аверьяновӑпа Роза Степанова хатӗрленӗ.

Литература тӗпчевҫи Юрий Артемьев Николай Теветкелӗн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне тишкерсе пысӑк хак пачӗ. Ҫавӑн пекех филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем Ольга Скворцова, Ирина Софронова тата Вера Никифорова ҫыравҫӑ пултарулӑхне хакларӗҫ, поэтӑмӑрӑн поэзинчи, прозинчи, куҫарӑвӗнчи хӑйне евӗрлӗхӗпе уйрӑмлӑхӗсене палӑртрӗҫ.

Марина Карягина ҫыравҫӑ, журналист, Василий Кервенпе Любовь Федорова сӑвӑҫсем, Чӑваш Республикин тава тивӗслӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗсен артисчӗ Геннадий Кириллов тата уява хутшӑнакансем юбиляр ячӗпе чылай ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, унпа тӗл пулнӑ самантсене аса илчӗҫ.

Н. Теветкелӗн авӑн пекех Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Кириллова Н. Теветкелӗн сӑввисене вуларӗ, унӑн «Киремет» трагеди тӑрӑх Чӑваш академи драма театрӗ лартнӑ спектакльте Тӳнерпи рольне вылянине аса илчӗ.

Н. Теветкелӗн мӑнукӗ Анастасия Соколова аслашшӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Вӑл библиотека ӗҫченӗсене биобиблиографи указателӗ пухса кӑларнӑшӑн тата паянхи уява йӗркеленӗшӗн Николай Александрович ячӗпе тав сӑмахӗ каларӗ.

Хӑнасем литература уявӗнче Марина Карягина сӑвӑҫ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен хатӗрленӗ документлӑ фильм сыпӑне пӑхрӗҫ. «Кӗмӗл» фольклор ансамблӗ шӑрантарнӑ чӑваш халӑх юрри куракансем валли пысӑк парне пулчӗ. Уяв Николай Теветкелӗн сӑввине вуланипе вӗҫленчӗ.

Литература каҫӗ ӑшӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртрӗ. «Ҫакӑн пек мероприятисем ирттерни чӑвашсен паллӑ ҫыннисен пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе татах та ҫывӑхрах паллашма май параҫҫӗ», – хӑй шухӑшне палӑртрӗ Светлана Гордеева сӑвӑҫ.