Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче чӑваш ҫыравҫин, журналисчӗн Владимир Кузьминӑн 85 ҫулне халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртет. Уява чӑваш писателӗсем, тӗпчевҫӗсем, ентешӗсем, вулакансем хутшӑнаҫҫӗ. Уява хутшӑнакансем ҫыравҫӑн пултарулӑх ҫул-йӗрне, хайлавӗсен хӑйне евӗрлӗхне тишкерӗҫ.
Владимир Порокопьевич Кузьмин ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Вӑрнар районне кӗрекен Хурӑнсур Ҫармӑс ялӗнче ҫуралнӑ. И. Я. Яковлев ячӗллӗ чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче тата партин Чулхулари аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ. 40 ҫул ытла республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче тӑрӑшнӑ. Вӑл Раҫҫей Федерацийӗн журналистсен союзӗн, Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ тата А. Талвир, Ҫ. Элкер, И. Ивник, А Емельянов ячӗллӗ премисен лауреачӗ. Тӑван ялӗнче Владимир Прокопьевич ячӗпе урам ятне панӑ.
Владимир Кузьмин пултарлӑхӗ анлӑ та нумай енлӗ. Унӑн 20 яхӑн кӗнеке. Романсемпе очерксем Вӑрнар ҫӗрӗпе тата ҫыннисемпе ҫыхӑннӑ. «Тымар» ятлӑ роман та ҫак шута кӗрет. Унсӑр пуҫне авторӑн паллӑрах кӗнекисем: «Çăлкуç», «Картлашка», «Мыскарасем», «Виçĕ юман», «Аттесен çулĕпех», «Илем çăлтăрĕсем», «Юрату кăварĕ», «Тутлă-йÿçĕ мунчара», «Тамăк хуранне вăрлани», «Элкер ҫӑлтӑрлӑхӗ», «Элкер урамӗпе» тата ыт. те. Унӑн хайлавӗсене нумай чӗлхене куҫарнӑ.
Кӑмӑл тӑвакансене Владимир Кузьмин пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе тӗплӗнрех паллашма йыхравлатпӑр.
Уяв каҫӗ юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 201 пӳлӗмре 14.00 сехетре пуҫланать. Сире хапӑл туса кӗтетпӗр.