Чăваш Республикин Наци библиотекинче юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Варкăш» литература клубĕн ларăвĕ тĕлĕнмелле çĕкленӳллĕ те хаваслă иртрĕ. Конференц-зала халăх лăк тулли пуçтарăнчĕ. «Ют пахчари хăмла çырли» илĕртрĕ мар-и писательсемпе журналистсене, редакторсемпе библиотекарьсене, артистсемпе юрăçсене. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче шăпах çакăн ятлă калав пуххи пичетленсе тухрĕ. Унăн авторĕ – Дмитрий Моисеев çамрăк çыравçă. Кăларăма вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ, апла пулин те вăл аслăрах ӳсĕмрисемшĕн те, çитĕннисемшĕн те кăсăклă пулĕ. Унта хускатнă ыйтусем кашнинех пырса тивеççĕ. Тен, çавăнпах вулавăшри тĕлпулу тĕрлĕ çулти çынсене пĕрлештерчĕ, пурне те манăçми уяв парнелерĕ.

Тӗплӗнрех