Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш ҫыравҫи, куҫаруҫи, драматургӗ Мария Ухсай ҫуралнӑранпа 115 ҫитнине халалланӑ «Ҫыратӑп эпӗ кӑранташпа мар, чӗремҫӗм татӑкӗпе…» асӑну каҫӗ иртет. Паллӑ ентешӗмӗре сума суса чӑваш писателӗсем, журналистсем, тӗпчевҫӗсем, вулакансем пухӑнӗҫ. Уява хутшӑнакансем ҫыравҫӑн пултарулӑх ҫул-йӗрне, хайлавӗсен хӑй евӗрлӗхне тишкерӗҫ.
Литература ӗҫне Мария Ухсай ХХ ӗмӗрӗн 20-мӗш ҫулсен вӗҫнелле пуҫӑннӑ. Унӑн малтанхи хайлавӗ – «Хӗрлӗ тутӑр» сӑвви – 1928 ҫулта «Канаш» хаҫатра пичетленсе тухнӑ. Каярах ҫыравҫӑ калавсем, пьесӑсем шӑрҫаланӑ. Авторӑн пысӑк калӑплӑ «Кӑра ҫилсем» повеҫӗ вара чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫине ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлчӗ, классика пулса тӑчӗ. Вулакансем ăна ырласа йышăнчӗҫ. Повеçĕн икĕ кĕнеки пĕрле Мускавра вырăсла пичетленсе тухсан, ҫыравҫӑ ячĕ пĕтĕм çĕршывĕпех сарăлнӑ. Шкулта ӗҫленӗ май Мария Ухсай ачасем валли те чӑвашла тата вырӑсла хайлавсем ҫырнӑ: «Улаҫка», «Ташӑ», «Журавлиное перышко», «Андрейка» тата ыт. те. Пьесисене Чӑваш театрӗн сценисем ҫинче лартнӑ.
Ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансене, кӑмӑл тӑвакансене пурне те Мария Ухсая халалланӑ асӑну каҫне йыхравлатпӑр.
Уяв 214 пӳлӗмре 14 сехетре пуҫланать.
Хапӑл туса кӗтетпӗр!