Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗн, юрӑҫӑн, композиторӑн, куҫаруҫӑн Светлана Асаматӑн 2022 ҫулта пичетленсе тухнӑ кӗнекисен хӑтлавӗ тӗлӗнмелле савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура иртрӗ. Уява культурӑпа искусство деятелӗсем, ӑсчахсем, вулакансем, ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсем, ентешӗсемпе юлташӗсем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ.
Поэтӑн ача-пӑча тӗнчине сӑнлакан «Ҫурхи ҫаврӑм» сӑвӑсен пуххине, «Чыс та мухтав сире…: саламсем, тав сӑмахӗсем, шухӑш ҫаврӑмӗсем» кӗнекине, «Совесть…: «Житейские зарисовки» кӑларӑмне, «Мысли – гости, угости…» икӗ йӗркеллӗ ҫаврӑмсен пуххине пахаласа филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ольга Скворцова ҫыравҫӑмӑрӑн пултарулӑхне тишкерсе пысӑк хак пачӗ, унӑн поэзинчи, прозинчи, куҫарӑвӗнчи хӑйне евӗрлӗхӗпе уйрӑмлӑхӗсене асӑнчӗ. ««Чыс та мухтав сире…: саламсем, тав сӑмахӗсем, шухӑш ҫаврӑмӗсем» кӗнекинче автор кашни ҫыравҫӑпа хӑйне евӗрлӗ калаҫма пултарни тӗлӗнтерчӗ мана», – тесе палӑртрӗ шухӑшне тӗпчевҫӗ.
Светлана Асаматӑн «Ҫӑка ҫеҫки ҫурӑлсан» калавсен кӗнекин ум сӑмахне ҫыраканӗ филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ирина Софронова пулнӑ. Асӑннӑ кӗнекене кӗнӗ хайлавсем хӑйне евӗрлӗхӗпе, ырра вӗрентнипе уйрӑлса тӑнине, кулленхи пурнӑҫӑн актуаллӑ ыйтӑвӗсене хускатнипе, ҫав хушӑрах авалтан килекен халӑхӑн ӑслӑлӑхӗпе, кӑмӑл-сипечӗпе, йӑли-йӗркипе палӑрса тӑнине пӗлтерчӗ вӑл.
Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗн ертӳҫи Ольга Куликова, Раиса Сарпи, Лидия Сарине, Зоя Сывлӑмпи, Светлана Гордеева, Владимир Терентьев ҫыравӑсем, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ Геронтий Никифоров, чӑваш халӑх артистки Валентина Трифонова тата уява хутшӑнакансем Светлана Асамат ячӗпе чылай ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, унпа тӗл пулнӑ самантсене аса илчӗҫ. Поэтессӑна хӑйне те, кӗнекисене те вӑрӑм ӗмӗр сунчӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулсенчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Алевтина Такина тата хулари ытти шкулсенчи учительсем Светлана Асаматӑн сӑввисенчен йӗркеленӗ литература монтажне кӑтартрӗҫ.
Халӑхпа лӑк тулнӑ зал юрӑ-кӗвӗпе кӗрлесе кӑна тӑчӗ. Шупашкар районӗнчи «Тӑрӑн ен» фольклор ансамблӗ тата Юрий Жуков композиторпа Светлана Салмина юрӑҫ шӑрантарнӑ илемлӗ чӑваш юррисем куракансем валли пысӑк парне пулчӗҫ. Уяв Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем Светлана Асаматӑн сӑввисене вуланипе вӗҫленчӗ.