Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ иртрӗ. Хальхинче Георгий Фёдоровӑн кӗнекине сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ. Кӑларӑмра ҫыравҫӑн тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ поэмисемпе сӑввисем кун ҫути курнӑ.
Георгий Иосифович Федоров – чӑвашсен паллӑ тӗпчевҫи, прозаикӗ, сӑвӑҫи, филологи наукисен докторӗ, профессорӗ. Пулас поэт сӑвӑ ҫырас пултарулӑха 6-мӗш класра вӗреннӗ чухнех туптанӑ. Вӑл 250 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗсен, 4 монографи, учебниксен, вӗренӳ кӗнекисен авторӗ. Унӑн 2022 ҫулта пичетленсе тухнӑ «Ай, мӑнтарӑн хир мулкачи» (У нас колесница одна) кӗнеки «Литературӑллӑ Чӑваш ен: ҫулталӑк кӗнеки-2022» республикӑри фестиваль-конкурсра мала тухрӗ.
Георгий Фёдоров шӑрҫаланӑ паха, хӑйне евӗрлӗ хайлавсем чӑваш литературин ылтӑн ҫӳпҫинче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнчӗҫ. «Суйласа илнисем» кӗнекене хатӗрлесе кӑларас ӗҫре унӑн мӑшӑрӗн Галина Фёдоровӑн тӳпи пысӑк. Вӑл варкӑшҫӑсене сӑвӑҫӑн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Георгий Федоров пурнӑҫран уйрӑлсан унӑн мӑшӑрӗ ҫыравҫӑн юррисене, куҫарӑвӗсене, унччен пичетленнӗ тата вулакан умне халиччен тухман сӑввисене пӗр ҫӗре пухса «Суйласа илнисем» кӗнекене кӑларнӑ. Кӑларӑм ҫыравҫӑн юбилейӗ 80 ҫулӗ тӗлне тухнӑ. «Георгий Фёдоров уйрӑмах кӗркуннене юрататчӗ, ҫавӑнпа хуплашка ҫине шӑпах ҫут ҫанталӑкӑн ҫав вӑхӑтне кӑлартӑмӑр»,
– терӗ Галина Фёдорова.
«Георгий Иосифович сӑвва ҫырсан малтанах сивӗнме хуратчӗ, унтан кӑшт вӑхӑт иртсен ҫӗнӗрен вуласа малала аталантаратчӗ е тата ҫӗнӗ шухӑш шӑрҫалатчӗ. Вӑл музыкӑна ятарлӑ вӗренни пултарулӑхне пысӑк витӗм кӳнӗ, ахальтен мар вӑл поэзине кӗрсе кайнӑ», – палӑртрӗ хӑйӗн шухӑшне Виталий Родионов литературовед.
Литература тӗпчевҫи Юрий Артемьев та тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне тишкерсе пысӑк хак пачӗ. «Георгий Федоров хайлавӗсенче полемика – лирикӑллӑ геройӑн шалти хирӗҫӗвӗпе ҫӗннине шырани палӑрать. Вӑл чӑваш литературинче феномен, ӑна никампа та танлаштарма ҫук. Хайлавӗсенче тӗссен палитри питӗ вӑйлӑ. Ҫыравҫӑна ӑнланас тесен ун шайне ҫӗкленмелле. Паллах, поэт пултарулӑхне тӗпчемелли пайтах», – терӗ критик.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ Ольга Скворцова та Георгий Федоровӑн поэзине туллин тишкерсе пысӑк хак пачӗ. «Ача-пӑча литературине те манса кайманни те ҫыравҫӑн паха енӗ пулнине палӑртмалла. Сӑвӑпа кӗввӗн вӑрттӑнлӑхӗсене ӑнланса хӑйне евӗрлӗ хайлать вӑл. Сӑмах хутлавӗпе те ӑста усӑ курать», – пӗлтерчӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне. Ҫавӑн пекех Николай Осипов литераратуровед та кӗнекери хайлавсене юратса вулани сисӗнчӗ. Писателӗн ҫырас ӑсталӑхӗ чӑннипех те ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртрӗ.
«Лирика харкамҫи ырӑпа усала уйӑрма вӗрентет, никама та хурламасть вӑл. Пурнӑҫа тав тума пӗлет, ҫут ҫанталӑка та юратать. Унӑн поэзийӗнчи тӑван кил, юратнӑ анне, ҫутҫанталӑк сӑнарӗсем хӑйне евӗр тунсӑхпа, илемӗпе тыткӑнлаҫҫӗ», – терӗ яланхи «Варкӑш» хӑни Ольга Австрийская ҫыравҫӑ.
«Георгий Фёдоровӑн ӗлккен, интеллектуаллӑ поэзийӗ хама та тыткӑнлать. Вӑл тӗнче, чӑваш литературине лайӑх пӗлни сисӗнет», – тесе каларӗ Людмила Сачкова ҫыравҫӑ. Ҫавӑн пекех хайлавсен пуххине тишкернӗ май вӑл унта тӗл пулакан архаизмсем, кӑмӑла кайнӑ сӑвӑ йӗркисем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенчӗсем Георгий Федоровӑн сӑввисене вуларӗҫ. «Варкӑша» килнӗ Раиса Воробьёва, Лидия Сарине, Ольга Фёдорова, Галина Кӗмӗл ҫыравҫӑсем те хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ, кӑмӑла кайнӑ йӗркесене вуласа пачӗҫ, кӑларӑма кун ҫути парнелеме пулӑшнӑ ҫыравҫӑн мӑшӑрне Галина Фёдоровӑна, вӗсен ывӑлне Александр Фёдорова ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми хавхалану сунчӗҫ. Кӗнеке нумай вулакан чӗринче хӑйӗн вырӑнне тупасса, усӑллӑ пуласса шаннине палӑртрӗҫ вӗсем. Уяв ӑшӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртрӗ.