Юпа уйăхĕн юлашки кунĕнче Наци библиотекинче «Варкăш» клубăн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ.
Хальхинче унта Чăваш кĕнеке издательствинче кăçал пичетленнĕ «Сухви сехмечĕсем» кĕнеке пирки калаçу пычĕ. «Алран алла» ярăмпа тухнă тăваттăмĕш кĕнеке ку. Вĕсене Галина Антонова пухса, редакцилесе хатĕрлет. Хĕрарăм вулавçăсем валли ятарласа уçнă çĕнĕ кăларăма Микиш Павăлĕн, Петĕр Львовăн, Виталий Енĕшĕн, Геннадий Мальцевăн, Григорий Лучăн пысăках мар сатирăллă хайлавĕсем, Николай Мартыновăн, Юлия Силэмăн, Нелли Петровскаян калавĕсем тата Александр Угольниковăн повеçĕ кĕнĕ. Кĕнекене вуланисем тӳрех асăрхарĕç: авторĕсем – совет саманинче çуралса ӳснĕ çыравçăсем. Вĕсенчен хăшне-пĕрне хальхи вулакансем пĕлмеççĕ те. «Шăп çавăнпа кĕртнĕ те вĕсене кĕнекене, халиччен пурăннă пĕр çыравçă ятне те манăçа тухма парас марччĕ, пĕрлехи сборниксенче те пулин вĕсем çинчен аса илтерес килет, – терĕ кĕнекене пухса хатĕрленĕ Г. Антонова. – Çак ярăмра хальхи çыравçăсемпе пĕрлех чăваш литературинче палăрнă кашни прозаикăн пĕр-пĕр хайлавне пичетлес шут пур. Ан тив, паянхи вулакансем те пĕлччĕр вĕсен ячĕсене, ĕçĕсене».
Сатириксем çинчен калаçнă май пухăннисем «Капкăн» журналпа унăн библиотекине аса илчĕç. Вĕсене халăх йышлăн çырăннă, юратса вуланă. Пултаруллă çамрăксене литература ĕçне хутшăнма та хавхалантарнă çав кăларăмсем. «Пĕчĕк-пĕчĕк хайлавсемех куллен пичетленсе пырса пысăк ĕç тунă: халăха кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен йĕркере тытса тăнă, – терĕ Людмила Сачкова çыравçă. – Ун чухнехи авторсем литература институчĕсенче, ытти аслă пĕлӳ паракан шкулсенче вĕреннĕ, куллен халăх хушшинче çӳренĕ, пурнăçа тарăннăн пĕлнĕ». «Халь йĕркене пăсса пурăнакансем Луч çуккипе усă кураççĕ», – терĕ те Клавдия Вишневская – пурте ахăлтатсах кулса ячĕç. Тĕрĕсси те пурах ку сăмахсенче. Луч çеç мар, йĕплĕ кулă ăстисем ушкăнĕпех кайса пĕтрĕç. Самана палăрмаллах улшăннă пулин те сатирик писательсем валли паянхи пурнăçра та кулă-хулăпа витермелли пулăм сахал мар, анчах юлмарĕç йĕплĕ чĕлхеллĕ ăстаçăсем, ӳнерçисем те кулăш мĕнне манчĕç.
Çемьере килĕшӳлĕхпе çураçулăх çитменни, упăшкипе арăмĕ, ашшĕ-амăшĕпе ачисем хушшинчи хутшăнусем кирек хăш саманара та çĕр тĕрлĕ ыйту кăларса тăратаççĕ. Раиса Воробьева çыравçă «Сухви сехмечĕсем» повеçре Александр Угольников хĕрарăм чунне, психологине лайăх уçса панине палăртрĕ. «Мĕнле пултарнă-ха вăл хĕрарăм кăмăлне витĕр курса тăма? Ку произведение сцена çине кăларас пулсан кулса вилмелле спектакль пулмалла», – терĕ вăл.
Нелли Петровская çырнă «Хĕрпе вилĕм» мистикăллă калава чĕлхи, сăнарлăхĕ, сюжечĕ, философилле тарăнлăхĕ енчен уйрăмах пысăка хурса хакларĕç кĕнекене сӳтсе явакансем, паллă çыравçăн ытти произведенийĕсене те ăшшăн аса илчĕç. Библиотекăсен сентрисем çинче хускалмасăр выртакан кĕнекесем мар вĕсем, алран алла çӳреççĕ.
«Варкăш» клуба çӳрекенсен сĕнĕвĕсене шута илсех кĕнекене кĕрекен авторсен кĕске биографийĕсене çырса панă. Ку вулама юратакансене çеç мар, библиотекарьсене те кирлине палăртрĕ «Чăваш кĕнеки» центр заведующийĕ Галина Соловьева.
Галина Матвеева