Чӑваш Республикин Наци библиотекинче кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче писатель, журналист, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Николаевич Максимовӑн пултарулӑх каҫӗ иртет. Ӑна ҫыравҫӑ 80 ҫул тултарнине халалланӑ. Уява хутшӑнакансем унӑн пултарулӑх ҫул-йӗрне пӑхса тухӗҫ, хайлавӗсен хӑйне евӗрлӗхне тишкерӗҫ.
«Ҫитмӗлмӗш ҫулсен вӗҫӗнче палӑрнӑ ҫамрӑк ҫыравҫӑсем ҫинчен сӑмах пуҫарсан, Николай Максимов ячӗ, унӑн хайлавӗсенчи сӑнарсем аса килеҫҫӗ. Кӗскен каласан, ҫак ят чӑваш ҫыравҫисен йышлӑ ретне сулмаклӑн килсе кӗчӗ тесен те йӑнӑш мар. Унӑн пултарулӑхне илес пулсан вара, вӑл пурнӑҫри, ҫут ҫанталӑкри улшӑнусене, этем чун-чӗринчи туйӑмсене натурализмла схемӑпа мар, чӑн-чӑн хирӗҫӳллӗ, тавлашуллӑ аталанура кӑтартса пама тӑрӑшнипе паха. Юлашки ҫулсенче Николай Максимовӑн, ҫавӑн пекех ытти ҫамрӑк авторсен те литературӑри пултарулӑхӗ ӳссе пыни пире савӑнтарать», – ҫапларах хак панӑ ҫыравҫӑ пултарулӑхне Петр Метин литература тӗпчевҫи. (Петр Метин. Тӑвалла, ҫӳлерен ҫӳле // Ҫамрӑклӑхпа ӑсталӑх: ҫамрӑк критиксем ҫырнӑ статьясен пуххи. – Шупашкар, 1982. С. 96–102).
Николай Максимовӑн чи пирвайхи «Пӗччен хӗрарӑм» калавӗ 1977 ҫулта «Ялав» журналта кун ҫути курнӑ. Вӑл 10 кӗнеке авторӗ. Калавсем, памфлетсем, фельетонсем, повеҫсем, романсем ҫырса вулакансем патне ҫитерчӗ. Хальхи тапхӑрта ҫырнӑ романӗсене Интернетри уҫӑ электронлӑ библиотекӑсенче вулама май пур.
Чӑваш литературипе культурине кӑмӑллакансене Николай Максимовӑн пултарулӑх каҫне чӗнетпӗр. Уявра ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗпе тӗплӗнрех паллашӑпӑр.
Уяв 14.00 сехетре пуҫланать (137 пӳлӗм).
Сире хапӑл туса кӗтетпӗр!