Нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» клуба ҫӳрекенсем Нина Царыгинӑн «Ҫил-тӑманлӑ ӗмӗт» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ.

Нина Царыгина «Хыпар» Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗнче вӑй хурать. Унӑн хайлавӗсем «Кӗтмен юрату», «Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ. Чувашия родная», «Пирӗшти патне янӑ ҫыру», «Ҫул кайӑкӗ» коллективлӑ сборниксенче, «Тӑван Атӑл» журналта пичетленнӗ.

«Ҫил-тӑманлӑ каҫ» – ҫамрӑк ҫыравҫӑн пӗрремӗш кӗнеки. Редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Ирина Андреева. Хайлав пуххине ултӑ калав кӗнӗ. Ҫӗнӗ кӑларӑмри калавсенче, тӗпрен илсен, автор яш-кӗрӗмӗн пурнӑҫне, шухӑш-кӑмӑлне ҫутатса парать. Ҫавӑн пекех юрату теми те пысӑк вырӑн йышӑнать.

Уявра ҫӗнӗ кӗнекепе тата ҫыравҫӑн пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашӑпӑр. Чӑваш литературине кӑмӑллакансене ҫӗнӗ кӗнеке хӑтлавне йыхравлатпӑр.

137 пӳлӗмре 18.00 сехетре пуҫланать.

 

Сире хапӑл туса кӗтетпӗр!