Чӑваш халӑхӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ уявӗсенчен пӗри – Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫывхарса килет. Ҫак куна паллӑ тума Чӑваш Республикин Наци библиотеки тулли те анлӑ программа хатӗрлерӗ.
Программа
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Тимофей Матвеев ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитнине халалланӑ «Чӑваш чӗлхин классикӗн пурнӑҫ ҫулӗ тата ӑслӑлӑх эткерӗ» ҫавра сӗтел хушшинче ученӑйсем, педагогсем, студент-филологсем, культура деятелӗсем чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫин, диалектологӗн, чӑваш диалектикин пӗрремӗш вӗренӳ кӗнекисен авторӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне пӑхса тухӗҫ. Мероприятие Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе пӗрле ирттереҫҫӗ.
Ҫак кунах библиотекӑра тӑван чӗлхе вӗрентекенӗсен регионсем хушшинчи «Пӗрлӗхре – вӑй» форумӗ ӗҫлеме пуҫлать. Чӑваш, вырӑс, тутар, мӑкшӑ (ирҫе) чӗлхисене вӗрентекенсем Чӑваш Республикин патшалӑх тата республикӑра пурӑнакан халӑхсене тӑван чӗлхисене вӗренес тата вӗрентес ыйтусене сӳтсе явӗҫ, Раҫҫей Федерацийӗнчи халӑхсен тӑван чӗлхипе культурине вӗрентес ӗҫри опычӗпе паллашӗҫ.
Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци иртет. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе диктант çырмалли вырăнсенчен пӗри Чӑваш Республикин Наци библиотеки. Акцин тĕп тĕллевĕ – халăха чăваш чĕлхине вĕренме явăçтарасси, пуплев культурин шайне çĕклесси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне Чăваш Республикинче, Раççей Федерацийĕн регионĕсенче тата чикĕ леш енче сарасси, чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ӳстересси. Тĕнчере тăван кĕтесрен, тăван çĕртен, тăван чĕлхерен, тăван халăхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси. Кӑмӑлӗ пулсан, кашни çыннах хӑй чӑвашла тĕрĕс çырма пултарнине диктант ҫырса тĕрĕслеме пултарать.
Чӑваш чӗлхи кунне палӑртма хатӗрленӗ программӑри тӗп мероприятисем ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулса иртӗҫ. 11 сехетре акт залӗнче чӑвашсен аслӑ поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ «Чӗре йыхравӗ. Ҫеҫпӗл Мишшине сума суса» регионсен хушшинчи поэзи фестивалӗ уҫӑлӗ. Илемлӗ (сӑнарлӑ) сӑмаха хаклакансене Чӑваш Енри тата Марий Элпа Тутарстанран, Пушкӑртстанпа Мускавран килнӗ паллӑ ӑстасем хӑйсен сӑмахӗпе савӑнтарӗҫ.
13 сехетре, Чӑваш Республикин Наци библиотеки умӗнчи скверта, И.Я. Яковлев памятникӗ умӗнче савӑнӑҫлӑ митинг иртет. Патшалӑх тата общество деятелӗсем, культурӑпа искусство, наукӑпа вӗренӳ ӗҫченӗсем, шкул ачисемпе студентсем халӑха ҫутта кӑларакан, педагог-демократа Иван Яковлевич Яковлев асӑнса сума-сӑвӗҫ.
Уяв кунӗнче 14.00 сехетре библиотекӑн выставка залӗнче «Чӗре йыхравӗ. Ҫеҫпӗл Мишшине сума суса» документлӑ илемлӗ курав уҫӑлать. Куравӑн хӑйне евӗрлӗ экспозицийӗ ҫулӑмлӑ поэтӑн, ҫамрӑк политикӑн, чӑваш литературин новаторӗпе реформаторӗн витӗмлӗ те синкер кун-ҫулӗпе ҫывӑхрах паллашма, унӑн кӑмӑл-туйӑмӗпе пултарулӑхне ӑнланса илме май парӗ. Ҫеҫпӗл Мишшин халӑх умне халиччен тухман ал ҫырӑвӗсемпе, ҫавӑн пекех литература тата музыка хайлавӗсемпе, илемлӗ тата документаллӑ фильмсемпе, сӑвӑҫа халалланӑ картинӑсемпе паллашма пулать.
Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче «Чӗре йыхравӗ. Ҫеҫпӗл Мишшине сума суса» регионсен хушшинчи поэзи фестивальне хутшӑнакансем Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван ҫӗршывне – Канаш муниципалитет округне ҫитсе курӗҫ. Тӗп библиотекӑра ятлӑ-сумлӑ ҫыравҫӑсем вулакансене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура ачасемпе ҫамрӑк вулакансен республикӑри «Ман Ҫеҫпӗл = Мой Сеспель» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чыслӗҫ.
Пурне те Чӑваш чӗлхи кунне пӗрле паллӑ тума чӗнетпӗр!