Çуркунне пĕтĕм çут тĕнче вăранать, йывăç-курăк чĕрĕлет. Этем чĕринче тĕлĕрекен-тĕлкĕшекен ĕмĕт-шанăç та çĕнĕрен йăл илет. Хĕвел хĕртсе пăхнă, тавралла кайăксем чĕвĕлтетнĕ чухне тунсăхлă çӳреме йывăртарах, кирлĕ те мар. Çу уйăхĕнчи çакăн пек илемлĕ кунсенчен пĕринче «Варкăш» литература клубĕн хастарĕсем Чăваш Республикин Наци библиотекине ахальтен мар «Чĕре тĕпĕнчи туйăм» кăларăма пăхса тухма пуçтарăнчĕç. Унта шăпах юрату темипе çырнă хайлавсем кĕнĕ-çке. Вăл 2023 çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă.
Тĕлпулу поэтсемпе прозаиксене, библиотекарьсемпе журналистсене, редакторсемпе вĕрентекенсене пĕрлештерчĕ. Чи малтанах Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова /Васильева/ çыравçă кăларăма пухса хатĕрлени çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. 2019 çулта тухнă «Кĕтмен юрату» сборник кĕске вăхăт хушшинче саланса пĕтнĕ хыççăн вăл тĕп редакторпа канашласа çакăн евĕрлĕ тепĕр кĕнеке кăларма шут тытнă. Хальхинче те арçын тата пике çыравçăсен произведенийĕсене кĕртме палăртса ĕçе пуçăннă.