Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» клубӑн хастарӗсем Елена Аксупин (Елена Геннадиевна Алексеевӑн) «Пилеш куҫҫулӗ» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ.

«Пилеш куҫҫулӗ» хайлав пуххи Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Редакторӗ – Ольга Фёдорова, ӳнерҫи – Ирина Калентьева. Кӗнекене вунтӑватӑ калав кӗнӗ. Автор кашни сӑнар валли йывӑр тӗрӗслев хатӗрленӗ, ҫавӑнпа та кӑларӑмри сюжетсем асра юлаҫҫӗ, шухӑша яраҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗ йывӑрлӑха лекеҫҫӗ, апла пулин те пуҫ усмаҫҫӗ, чунӗпе ырӑ юлаҫҫӗ, телей, юрату патне ӑнтӑлаҫҫӗ. Вулакан геройсен тӗнчине путса вӗсемпе пӗрле пӑшӑрханӗ те, савӑнӗ те…

Уявра асӑннӑ кӑларӑмпа тата ҫыравҫӑн пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашӑпӑр. Чӑваш литературине кӑмӑллакансене кӗнеке хӑтлавне йыхравлатпӑр.

137 пӳлӗмре 18 сехетре пуҫланать.

Сире хапӑл туса кӗтетпӗр!

Автор ҫинчен кӗскен:

Елена Аксупи Тутарстан Республикинчи Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Вӑл 1995 ҫултанпа – алла диплом илнӗренпе – Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен «Канаш» хаҫатӗнче вӑй хурать. Ҫыравҫӑ кӗске калавсем ҫырать, вӗсем тӑтӑшах «Сувар» (Хусан) , «Канаш» (Чӗмпӗр) «Урал сасси» (Пелепей, Пушкӑрт Республики), «Чӑваш хӗрарӑмӗ» хаҫатсенче, «Шурӑмпуҫ» (Хусан), «Атӑл юрри» (Чӗмпӗр), «Тӑван Атӑл» (Шупашкар) журналсенче пичетленеҫҫӗ. 2015 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫыравҫӑн «Каснӑ чӗлӗ» кӗнеки кун ҫути курнӑ.