Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнче А.С. Пушкин паллă вырăс поэчĕн «Я помню чудное мгновенье… Асрах асамĕ çав самантăн…» кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ.
Кăларăм кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче икĕ чĕлхепе – вырăсла тата чăвашла – кун çути курнă, чăвашла Василий Кошкин-Кервен куçарнă. Унта А.С. Пушкинăн суйласа илнĕ сăввисемпе «Евгений Онегин» сăвăлла романĕнчи пейзаж çаврăмĕсем кĕнĕ.