Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Людмила Сачковӑн кӗнекисен хӑтлавӗ савӑнӑҫлӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртрӗ. Писателӗн икӗ кӗнекерен тӑракан «Сиксе юхать Хула ҫырми» тата «Иртнӗ кунсен куҫҫулӗ» историлле романӗсене сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем, библиотека ӗҫченӗсем, вулакансем, юлташӗсем, ентешӗсем, вӗрентекенсем, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш  патшалӑх университечӗн студенчӗсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.

«Сиксе юхать Хула ҫырми» тата «Иртнӗ кунсен куҫҫулӗ» – икӗ томран тӑракан историлле роман. Пӗрремӗш кӗнекине Людмила Николаевна хушса ҫӗнетнӗ. Хайлавра автор XI – XIII, XVI тата XIX ӗмӗрсенчи чӑваш ялӗн пурнӑҫне пур енлӗн ҫутатса панӑ. Романӑн «Иртнӗ кунсен куҫҫулӗ» иккӗмӗш кӗнекинче автор тӑван ялӗпе ҫыхӑннӑ истори пулӑмӗсене тӗпе хунӑ. Хайлавра Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи чăваш халăхӗн ӗҫӗ-хӗлӗ, терт-нуши, йӑли-йӗрки пӗтӗмӗшле туллин сӑнарланнӑ.

Людмила Сачкова романа мӗнле ҫырнин историйӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ,  романа калăпланă чухне архиври истори докуменчӗсемпе, факчĕсемпе усă курнине, историксем, археологсем тата пĕлекен ватӑ ҫынсем каласа панисене шута илнине каларĕ. Çавăн пекех малалли пайĕ роман-трилоги пуласса та шантарчĕ.

Виталий Родионов, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторĕ, профессор ҫыравҫӑн пултарулӑхне пысӑка хурса хакларӗ. «Людмила Сачкова романра хăйсен тăрăхĕнчи чӑваш аваллӑхне, историне, йăли-йĕркине, калаçăвне туллин уçса панă. Унсӑр пуҫне ҫыравҫӑ геройсен психологине, шухӑшлавне витӗр курма пӗлет. Романри тĕп герой Якку паттăр вилсен ăна халалланă хÿхлев сăмахĕсене мӗнешкел хитре çырса кăтартма пултарнă автор, хайлава вуланă май илемлĕ лирика çаврăмĕсем татах та тĕл пулаççĕ. Ҫыравҫӑн чӗлхи яка та ҫыпӑҫуллӑ», – терӗ литература тӗпчевҫи. 

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçтешĕ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Вера Никифорова автора Юрий Скворцов писатель традицийĕсене тăсакан пек курнине ҫирӗплетсе каларӗ.

И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн доценчӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ольга Скворцова та хайлава тĕплĕн тишкерчĕ. «Людмила Сачковӑн ҫырас мелӗ кашни кӗнекере тӗрлӗрен. Вӑл чӑн-чӑн профессионал, ӑста ҫыравҫӑ, пулӑмсене ӳнерҫӗ тата историк куҫӗпе те хаклать. Писатель пурне те ӑнланмалла, пуян та илӗртӳллӗ чӗлхепе ҫырма пĕлет», – ҫапларах пӗтӗмлетрӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне.

И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчĕ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Елена Перепёлкина (Елен Нарпи) ҫыравҫӑ та хайлава вуланӑҫемӗн вулас килнине пĕлтерчĕ, вӑл та хӑйне валли хайлавра нумай ҫӗннине тупнине, писателĕн ҫырас ӑсталӑхӗ ҫӳллӗ шайра пулнине палӑртрӗ. Автора вӑл салтакра та, вăрçăра та пулман пулин те унта пулса курнă çын пекех вĕсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне, нуши-тертне ĕнентерӳллĕ сӑнарлама пултарнишӗн ырларӗ.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ĕçтешĕ, филологи ăслăлăхĕсен кандидачӗ Галина Ильина фольклорист Людмила Сачковӑпа юнашар ялтан, вӑл та ентешне сумлӑ кӑларӑм тухнӑ ятпа саламларӗ. Ӑна Граждан вӑрҫин паттӑрӗ Петр Егорович Крепков комиссарӑн отрячӗ тӑван ялне Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Катеке ҫитни ҫинчен романра вуласа пӗлме кӑсӑклӑ пулнине пелтерчӗ.

Кӑларӑм редакторӗ Геронтий Никифоров ал ҫырупа кăмăлласах ӗҫленине каласа пачӗ. Ӑна писателӗн ҫырас мелӗ, предложенисен тытӑмне еплерех йӗркелени, диалогсемпе, монологсемпе вырӑнлӑ та пӗлсе усӑ курни килӗшнӗ.

Уява килнӗ Анатолий Кипеч, Николай Максимов, Василий Кервен, Клавдия Вишневская, Раиса Воробьева, Нина Артемьева ҫыравҫӑсем те, пĕрле вĕреннĕ Надежда Смирнова журналист та хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗҫ. Малашне те хастар ӗҫлеме прозаика ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми хавхалану сунчӗҫ, лайӑх кӗнеке нумай вулакан чӗринче хӑйӗн вырӑнне тупасса, усӑллӑ пуласса шаннине палӑртрӗç вĕсем.

Кӗнеке уявӗнче Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Земфира Яковлева ертсе пынипе «Эткер» фольклор ушкӑнӗ чӑваш халӑх юррисене шӑрантарчӗ, куракансен кӑмӑл-туйӑмне ҫӗклерӗ.

Людмила Сачкова пултарулӑхне халалланӑ кӗнеке выставки, çыравçă ӳкерчĕкĕсем тата ҫемье альбомӗнчи сӑн ӳкерчӗксем уява илем кӳчӗҫ.