Календарь знаменательных и памятных дат

Сисӗнмесӗрех 2025 ҫула пырса кӗтӗмӗр. Кӑҫалхи ҫул та ыттисем пекех тӗрлӗ ҫавра ҫулсемпе, пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе пуян. Ҫулталӑк ҫаврӑнӑшӗнче мӗн-мӗн пулса иртессине вӑхӑтра пӗлсе тӑма Чӑваш Республикин Наци библиотеки хатӗрлесе кӑларнӑ «Ҫулталӑк кӗнеки 2025» кӑларӑм пулӑшӗ.

Календарь 1967 ҫултанпа тухса тӑрать. Ҫулсерен вӑл Чӑваш Енри истори пулӑмӗсемпе, уйрӑм ҫынсен пурнӑҫӗ тата пултарулӑхӗпе паллаштарать. 1997 ҫултан пуҫласа «Ҫулталӑк кӗнеки = Календарь года» ятпа тухса тӑрать.

Кӑҫалхи календаре 350 ытла паллӑ кун кӗнӗ: кунта республикӑн политикӑри, экономикӑри, ӑслӑлӑхри, культурӑри чи паллӑ пулӑмӗсем, паллӑ ҫыннисем ҫинчен вуласа пӗлме пулать. Ҫулсерен ҫулталӑк кӗнеки ҫӗнӗ тата ҫавра датӑсемпе пуянланса пырать.

2025 ҫулта мӗнлерех паллӑ кунсемпе уявсем кӗтеҫҫӗ-ши пире?

Чи малтанах Ҫӗнӗ ҫул алӑкне 85 ҫулхи юбилейӗпе филологи наукисен кандидачӗ Виталий Станьял уҫать. Паллӑ ӑсчах – Чӑваш таврапӗлӳҫисен Союзне, Чӑваш наци конгресне, Чӑваш халӑх ӑслӑлӑхӗпе ӳнер академине пуҫарса яраканӗсенчен пӗри.

Чи пӗлтерӗшлӗ истори пулӑмĕсенчен пĕри вăл – Канаш хулине никӗсленӗренпе 100 ҫул çитни (1925), Етĕрне хули 435 çул (1590), Çĕнĕ Шупашкар хули 65 çул (1960), Комсомольски сали 460 çул (1565) тултарни. Апаш культурин палăкне уçнăранпа 100 çул (1925) çитет.

Наука ӗҫченӗсем хушшинче юбилейсем нумай: тӗрӗк чӗлхисене тӗпченӗ учёнӑй, вӑтӑр ҫул хушши пухса хатӗрленӗ вунҫичӗ томлӑ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки» авторӗ Николай Ашмарин ҫуралнӑранпа 155 ҫул; чылай ҫыравҫӑн пултарулӑхне тишкернӗ литерература критикӗ, тӗпчевҫи Николай Дедушкин ҫуралнӑранпа 110 ҫул; литература тишкерӳҫи Ипполит Иванов; врач-хирург, сывлӑх сыхлавӗн йӗркелӳҫи Фирс Григорьев; учёнӑй-геоморфолог Емельян Арчиков ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитет.

Хӑйсен юбилейӗсене филологи наукисен докторӗ Алёна Иванова; филологи наукисен кандидачӗ, хальхи чӑваш чӗлхине тӗпчекенӗ, куҫаруҫӑ Геннадий Дегтярев; педагог, художник, методика пособийӗсен тата «Тӑван ен культури» вӗренӳ кӗнекисен авторӗ Елена Енькка; географи наукисен кандидачӗ, географ Фёдор Карягин паллӑ тӑвӗҫ.

Республикӑра чӑваш литературинче тарӑн йӗр хӑварнӑ классиксен: Михаил Акимов-Аруй, Леонид Агаков, Николай Айзман, Иван Мучи, Илпек Микулайĕ, Константин Иванов, Василий Краснов-Асли, Петр Осипов, Николай Терентьев, Любовь Мартьянова, Николай Ытарай, Василий Эктел тата ытти нумай ҫыравҫӑн юбилейне анлӑн паллӑ тӑвӗҫ.

Паян литература анинче хастар ӗҫлекен авторсем хушшинче хӑйсен ҫавра ҫулӗсене: Лидия Ковалюк, Сергей Павлов, Нина Пӑрчӑкан, Эдисон Патмар, Лидия Сарине, Борис Чиндыков, Левтина Марье тата ыттисем те паллӑ тӑвӗҫ.

Ҫитес ҫул культурӑпа искусство деятелӗсен юбилейӗсемпе те пуян. Юрий Зайцев (135 ҫул), Алексей Кокель (145 ҫул), Моисей Спиридонов (135 ҫул) художниксен, Юрий Илюхинпа Любовь Бушуева музыка тӗпчевҫисен юбилейӗсемпе ҫыхӑннӑ событисем уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулма тивӗҫ. Чӑваш литературине, театрне кӑмӑллакансем РСФСР халӑх артистне Нина Яковлевӑна 85 ҫулхи юбилейпе саламлӗҫ.

«Ҫамрӑксен хаҫачӗ» ҫӗр ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗ. Чӑваш патшалӑх культурипе ӳнерсен институчӗ чӗрӗк ӗмӗрне паллӑ тӑвӗ. Институтӑн пултаруллӑ ҫамрӑксене хатӗрлес ӗҫре тӳпи пысӑк.

Календарьпе ҫулсерен патшалӑх органӗсенчи, муниципаллӑ влаҫсенчи специалистсем, информаципе пичет, культура учережденийӗсенче, вӗренӳ заведенийӗсенче ӗҫлекенсем, студентсемпе вӗренекенсем, таврапӗлӳҫӗсемпе тӗпчевҫӗсем валли тата халӑх историйӗпе, культурипе кӑсӑкланакансем усӑ кураҫҫӗ. Календаре кӗнӗ кашни паллӑ кун пире тавракурӑма малалла аталантарма, ҫӗнӗ литературӑпа паллашма пулӑшӗ.

Кӑларӑма хатӗрлекенсем Чӑваш Республикин патшалӑх истори архивӗнче ӗҫлекенсене тата календарь валли паха материалсем парса пулӑшакансене пурне те тав тӑваҫҫӗ.

Календаре кӗнӗ паллӑ кунсен списокӗпе Чӑваш Республикин Наци библиотекин «Краеведени» пайӗнче тата «наследиечувашии.рф» порталӗсенче паллашма пулать.

Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе сире, туссем!