Чӑваш Енре сӑвӑ ҫыракан йышлӑ. Вӗсен шайӗ тӗрлӗрен пулин те, ӑсталӑхне туптас текенсем аталанма май тупаҫҫех. Ҫак тӗллевпех Чӑваш Республикин Наци библиотекинче ӗҫлекенсем «Хавхалану» поэзие юратакансен клубне йӗркеленӗ.
Сӑвӑҫӑн чунне мӗн ыраттарать — вӑл ҫавӑн ҫинчен ҫырать. Вӑрҫӑ хирӗнче ҫӗршыва хӳтӗлекен салтаксем, ялан хӑй патне асамлӑ вӑйпа туртакан ҫуралса ӳснӗ ял, юратнӑ ҫын сӑнарӗ — ытларах ҫак темӑсем канӑҫ памаҫҫӗ паянхи ҫыракана. Поэзие юратакансен «Хавхалану» клубӗ сӑвӑҫсене «пӗр-пӗрне итлеме» май туса парать.