Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн хастарӗсем «Асамлӑ ачалӑх» кӗнеке хӑтлавне пуҫтарӑнӗҫ. Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче 2024 ҫул вӗҫӗнче кун ҫути курнӑ. Пухса хатӗрлекенӗ – Ольга Фёдорова, ӳнерҫи – Наталия Андреева.

Ачалӑх – этем пурнӑҫӗнчи чи илемлӗ вӑхӑт. Ҫитӗнсе ҫитсессӗн эпир хамӑр ачалӑхри асамлӑ та савӑк вӑхӑта аса илетпӗр. «Асамлӑ ачалӑх» кӗнекене хальхи вӑхӑтра чӑваш литературинче вӑй хуракан ҫыравҫӑсем хӑйсен ачалӑхне, юратнӑ вӗрентекенӗсене, пурнӑҫри тӗрлӗ самантсене аса илсе ҫырнӑ 37 автор хайлавӗсем кӗнӗ. Кӑларӑмра ҫыравҫӑсен биографийӗсемпе, вӗсен архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе паллашма пулать.

Уявра кӗнекепе тата ҫыравҫӑсен пултарулӑхӗпе ҫывӑхрах паллашӑпӑр.

Чӑваш литературине кӑмӑллакансене «Варкӑш» клуба йыхравлатпӑр!

Кӗнеке хӑтлавӗ 137 пӳлӗмре 18 сехетре пуҫланать.