Пуш уйăхĕн вĕçĕнче «Варкăш» литература клубĕн хастарĕсем хăнăхнă йăлапа Чăваш Наци библиотекин хăтлă залне çĕнĕ кĕнеке уявне пуçтарăнчĕç.

Поэтсемпе прозаиксем, драматургсемпе журналистсем, библиотекарьсемпе вĕрентекенсем «Асамлă ачалăх» коллективлă сборника пахаларĕç. Вăл Чăваш кĕнеке издательствинче 2024 çул вĕçĕнче пичетленсе тухрĕ. Ăна пухса хатĕрлекенĕ – тĕп редакторăн çумĕ Ольга Федорова, ӳнерçи – Наталия Андреева. Кăларăмра XXI ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш литературинче ырми-канми тăрăшакан çыравçăсем – пурĕ вăтăр çичĕ автор – ачалăхне, асра юлнă вĕрентекенĕсене, пĕрремĕш хайлав çырнине, вăл хăçан кун çути курнине аса илеççĕ.

Тӗплӗнрех