Шӳт-кулӑш ӑстисемшӗн, сатирӑпа юмора юратакансемшӗн пысӑк пулӑм – юптару кӗнеки пичетленсе тухнӑ! Чӑваш литературинче кун пекки ҫур ӗмӗр хушшинче те пулман. Чӑваш Республикин наци библиотекинче сатирӑпа юмор кунӗнче «Пуян Куян» юптару кӗнекин хӑтлавне ирттерме палартнӑ. Авторӗ – Владислав Николаев писатель, журналист, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Юптарусенчи сӑнарсем – каппайчӑксемпе мухтанчӑксем, хӑравҫӑсем, кӗвӗҫекенсемпе ултавҫӑсем, ҫӑткӑн, усал та айван ҫынсем. Автор мӗн авалтанпах пулнӑ ҫак ҫитменлӗхсем халӗ те ҫынсенче пуррине кӑтартать.

Вырӑс литературинче эпир Крылов юптарӑвӗсене ачаранпах пӗлетпӗр. Чӑваш писателӗсенчен Марк Аттай, Александр Галкин, Николай Евдокимов, Александр Кӑлкан тата ыттисем ҫак авалхи литература жанрӗпе ӗҫленӗ. Владислав Дмитриевич «Дипломлӑ Тиха» пьесӑпа юптаруҫӑ пулса чӑваш литературине вирхӗнсе кӗчӗ. Ҫак хайлавра ашшӗ-амӑшӗ ачисене ӗҫе хӑнӑхтарманни, аслӑ пӗлӳ пуррине палӑртма диплом туянса кӑна пани ҫинчен автор вирлӗн ҫырса кӑтартать. Ку пьеса хыҫҫӑн Николаевӑн юптарӑвӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри пичетленме пуҫларӗҫ. Автор каланӑ тӑрӑх, паян «пирӗн пурнӑҫ – юптару». Кашни утӑмрах вӗсене курма пулать, асӑрхама ҫеҫ пӗлмелле, вулакансем валли шахвӑртса ҫеҫ ҫырса кӑтартмалла. Тен, Гоголь «Ревизорӗнче» Городничий «Камран кулатӑр? Хӑвӑртан кулатӑр!» тесе каланӑ пек, ҫак юптарусенче хӑш-пӗр вулакансем хӑйсене те палласа илӗҫ.

Владислав Николаевӑн юптарӑвӗсене эсир вуланӑ-и? Эпир вара Сире апрелӗн 1-мӗшӗнче «Пуян Куян» кӗнеке хӑтлавне йыхравлатпӑр. Владислав Дмитриевич кулӑш кунӗнчи кӗнеке уявӗнче пӗрле кулма сӗнет.

Владислав Николаев юптаруҫӑпа пӗрле пурне те хапӑл туса кӗтетпӗр!

16.00 сехетре пуҫланать, 201 пӳлӗм.