Пурнӑҫра пӗр харӑсах ӑннӑ та ӑнман кун пулаять-и? Паллах, пулать! Ӗненмесен Владимир Степановăн «Ăннă та ăнман кун» кӗнекине алла тытма сӗнетӗп.
Вӑл Виталикпа Толик, Владикпа Валерка уйрăлми туссен тата Навуходоносор ятлă лашан ҫавнашкал пӗр кунӗпе паллаштарать. Аслӑ классенче вӗренекенсем валли хатӗрленӗ кӑларӑм кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Унăн алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2024 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекине поэтсемпе прозаиксем, журналистсемпе критиксем, преподавательсемпе студентсем тата юрӑҫсем ҫӗнӗ кӗнекен уявне пуҫтарӑнчӗҫ. Мероприятие библиотекӑн ӗҫченӗ Татьяна Семенова ертсе пычӗ. Чи малтанах Владимир Степанова «Эткер» фольклор ансамблӗ (ертӳҫи – Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Земфира Яковлева) чӑваш халӑх юррисемпе саламларӗ. Тӑван юрӑ-ҫемӗ кашнин чун хӗлӗхне ҫепӗҫҫӗн сӗртӗнчӗ-тӗр.
Владимир Васильевич кӗнеке ҫинчен калаҫнӑ май хӑй ҫуралса ӳснӗ Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Упамсана аса илчӗ. «Пирӗн ял вӑрман варринче, пысӑк ӗшнере, ларать. Ҫурҫӗр енчен – хура вӑрман. Унта юман, ҫӑка, каврӑҫ ӳсет. Улатӑр еннелле, кӑнтӑралла, каҫсан хура ҫӗр пӗтет, хӑйӑр пуҫланать. Унта хурӑн, ӑвӑс, чӑрӑш ҫитӗнет, кӑнтӑр тайги темелле… Калав никӗсӗнче – чӑн пулнӑ истори. Икӗ сехетлӗхе утта кайса килетпӗр тесе ҫур ҫӗр иртни пӗрреччен ҫӳренӗччӗ. Хайлавра ҫырса кӑтартнӑ пӑтӑрмахсем витӗр хамӑрӑн тухма тивнӗччӗ. Лашине пӑвансем ҫисе яраҫҫӗ тата. Ӑна тӑвармасӑр лав тиесси – хӑйне евӗр ӑсталӑх та паттӑрлӑх», – терӗ ҫыравҫӑ.