Çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче анлă проектăн – «Раççей халăхĕсен хальхи литератури» тĕрлĕ жанрлă антологи ярăмĕн – хăтлавĕ иртрĕ. Ун ĕçне ăслăлăх, вĕренӳ, культура тата ӳнер ĕçченĕсем, общество хастарĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Хальхи Раççей халăхĕсен литературин антологийĕсем издательство проекчĕ…
Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш халӑх писателӗн, поэчӗн, публицисчӗн, журналисчӗн, К. Турхан ячӗллӗ преми лауреачӗн Денис Гордеевӑн пултарулӑх каҫӗ иртет. Ӑна ҫыравҫӑ 85 ҫул тултарнине халалланӑ. Уява хутшӑнакансем авторӑн «Ҫӗн кунӑн телейне шанатӑп» ҫӗнӗ сӑвӑ сборникӗпе паллашӗҫ, ҫыравҫӑн пултарулӑх ҫул-йӗрне…
Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Светлана Асаматӑн 2022 ҫулта пичетленсе тухнӑ кӗнекисен хӑтлавӗ иртет. Светлана Васильевна Смирнова (Асамат) – чӑваш халӑх поэчӗ, юрӑҫ, композитор, куҫаруҫӑ. Прозӑра-и, поэзире-и е куҫарура – пур енӗпе ӑнӑҫлӑ ӗҫлет вӑл, чӑвашла та, вырӑсла та хайлав хыҫҫӑн…
Николай Ишентейӗн бенефисӗ
Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче хаваслӑ лару-тӑрура паллӑ ҫыравҫӑ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Петрович Ишентей хӑйӗн ҫавра ҫулне паллӑ турӗ. Пултаруллӑ калем ӑстине чыслама ҫыравҫӑсем, тӗпчевҫӗсем, библиотека ӗҫченӗсем тата студентсем пухӑнчӗҫ. Николай Петровичӑн…
Мухтавлӑ поэта халалласа
Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ кунӗнче, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче ҫеҫпӗлҫӗсем пухӑнчӗҫ. Уява йӗркелекелесе ертсе пырканӗ чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Ҫеҫпӗл Мишши поэзийӗ паян та актуаллӑ пулни ҫинчен каларӗ, ҫак кун республикӑра иртекен мероприятисемпе паллаштарчӗ. Вӗсенчен пӗри – «Эп пурӑнатӑп! Я…
Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче Галина Матвеевăн çуралнă кунне паллă турĕç. Пултаруллă прозаика, поэта, куçаруçа, редактора саламлама халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Пухăннисенчен кашниех юбиляра ырă сăмах каларĕ, ăшă асаилӳсемпе уява илемлетрĕ. Галина Алексеевна Матвеева (Антонова) 1957 çулхи нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Аçăмçырми…
2020 ҫулхи юпа уйăхӗн 22-23-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Патшалӑх тата гражданла обществăн пĕрлешĕвӗсем чӑваш чӗлхине упраcа хăварма пулăшни» ятлӑ наукӑпа практика конференцийӗ иртӗ.
Сентябрӗн 22-мӗшӗнче Наци библиотекинче чӑваш поэчӗн, Федорова Любовь Михайловнӑн, ҫӗнӗ кӗнекисен презентацийӗ иртӗ. Автор куракансене «Ала витӗр» юптарусен пуххипе тата «Ку ҫыранра» сӑвӑ-калав кӗнекипе паллаштарӗ. Уява авторпа пӗрле тӗпчевҫӗсем хутшӑнаҫҫӗ. 1974 ҫултан пуҫласа Любовь Федорова республикӑри «Ялав», «Тӑван Атӑл», «Пике» тата ытти хаҫат-журналсенче…
Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ял библиотеки «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллĕн ҫӗнетнӗ хыҫҫăн авăн уйăхĕн 8-мӗшӗнче хăйĕн алăкĕсене вулакансем валли уҫрĕ.
Чӑваш Республикин наци библиотеки ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вулакансене Борис Чиндыков ҫыравҫӑ-драматургпа тӗл пулма литература тӗпелне йыхравлать.