Written on Фев, 27, 2025
by admint
Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн черетлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Олеся Михайловăн «Пĕрремĕш çĕнтерӳ» кăларăмне пахаларĕç. Вăл 2024 çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнăччĕ. Вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕскерне тăхăр калав кĕнĕ. Хăтлава поэтсемпе прозаиксем, библиотекарьсемпе журналистсем, çамрăк…
Written on Фев, 19, 2025
by admint
Чӑваш Енре сӑвӑ ҫыракан йышлӑ. Вӗсен шайӗ тӗрлӗрен пулин те, ӑсталӑхне туптас текенсем аталанма май тупаҫҫех. Ҫак тӗллевпех Чӑваш Республикин Наци библиотекинче ӗҫлекенсем «Хавхалану» поэзие юратакансен клубне йӗркеленӗ. Сӑвӑҫӑн чунне мӗн ыраттарать — вӑл ҫавӑн ҫинчен ҫырать. Вӑрҫӑ хирӗнче ҫӗршыва хӳтӗлекен салтаксем, ялан…
Written on Фев, 07, 2025
by admint
Аудиокӗнекесем пирӗн пурнӑҫа ҫирӗп кӗрсе вырнаҫрӗҫ, вӗренӳпе канун уйрӑлми пайӗ пулса тӑчӗҫ. Вӗсем юратнӑ хайлавсене кирек хӑш вӑхӑтра та, кирек ӑҫта та – ҫул ҫинче, уҫӑлса ҫӳренӗ хушӑра е спорта хутшӑннӑ чух – итлеме май параҫҫӗ. Чӑваш Республикин Наци библиотеки наци литературин паха…
Written on Янв, 29, 2025
by admint
Кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн кӑҫалхи пӗрремӗш ларӑвӗ иртрӗ. Видеорепортаж Унта Дмитрий Моисеевӑн «Хуҫасӑр ҫуртри сехет сасси» кӑларӑмне пахаларӑмӑр. Вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче 2024 ҫул вӗҫӗнче тухнӑччӗ. Наци вулавӑшне Дмитрий Андреевича саламлама поэтсемпе прозаиксем, журналистсемпе библиотекарьсем, вулакансем пуҫтарӑнчӗҫ. Тӗплӗнрех…
Written on Янв, 13, 2025
by admint
Кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Дмитрий Моисеевӑн «Хуҫасӑр ҫуртри сехет сасси» кӗнеке презентацийӗ пулать. Ҫӗнӗ кӑларӑм – ҫыравҫӑн иккӗмӗш кӗнеки. Унччен 2022 ҫулта унӑн «Ют пахчари хӑмла ҫырли» калав пуххийӗ тухнӑччӗ. «Хуҫасӑр ҫуртри сехет сасси» те Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути…
Written on Дек, 26, 2024
by admint
Раштавăн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнчи «Варкăш» литература клубĕнче кĕнеке тусĕсем Ольга Австрийскаян «Пĕррехинче кайăк-кĕшĕк картишĕнче…» çĕнĕ повесть-юмахне пахаларĕç. Кăларăм кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Хайлаври ĕç-пуç Аристарх кил-йышĕнче пулса иртет, унпа вулакансене Амам ятлă йытă паллаштарать. Пĕррехинче çулла Аристарх çемийпе…
Written on Окт, 28, 2024
by admint
Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Людмила Сачковӑн кӗнекисен хӑтлавӗ савӑнӑҫлӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртрӗ. Писателӗн икӗ кӗнекерен тӑракан «Сиксе юхать Хула ҫырми» тата «Иртнӗ кунсен куҫҫулӗ» историлле романӗсене сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем, библиотека ӗҫченӗсем, вулакансем, юлташӗсем, ентешӗсем, вӗрентекенсем, И.Н.…
Written on Окт, 21, 2024
by admint
Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тӗпчевҫӗсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем, таврапӗлӳҫӗсем, вӗрентекенсем, вулакансем Чӑваш Республикин Наци библиотекине Людмила Сачковӑн «Сиксе юхать Хула ҫырми» тата «Иртнӗ кунсен куҫҫулӗ» кӗнекисене сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. Людмила Николаевна Сачкова – литература тӗнчинче паллӑ ят. Прозӑра-и, драматургире-и – пур енӗпе те ӑнӑҫлӑ ӗҫлет…
Written on Окт, 17, 2024
by admint
Чăваш Республикин Наци библиотекинче юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Аркадий Русаков çыравçă тата публицист ҫырнӑ «Турхан сăмахĕ» кӗнеке хӑтлавӗ иртрĕ. Пултарулăх ăмăртăвĕнче мала тухнă «Турхан сăмахĕ» роман кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухрĕ. Кӗнеке уявне поэтсемпе прозаиксем, редакторсемпе журналистсем, çыравçăн тус-тăванĕпе библиотека ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ. Тӗплӗнрех
Written on Окт, 16, 2024
by admint
Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче паллӑ поэт, прозаик, драматург, тележурналист, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Марина Карягина «Ачаш ача» тата «Ҫӗн Кун ачи» кӗнекисемпе паллаштарӗ. Кӗнеке уявӗ тепӗр чаплӑ пулӑмпа та тӳр килет: юпа уйӑхӗн…