Категория: Хыпарсем
Ноя
28

Чăваш сăмахĕсене сăвă чĕлхипе калас кăмăлăм пысăк

Чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Станислав Сатурӑн «Иртни патне эп кӗтӗм ҫула май… Я к прошлому зашел на огонек…» кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ. Кӑларӑм кӑҫал Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Унта статьясемпе рецензисем, интервьюсем, презентацисенче каланисем, халал сӑввисем кӗнӗ. Редакторĕ –…

Окт
28

Людмила Сачковӑн кӗнекисене пахаларӗҫ

Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Людмила Сачковӑн кӗнекисен хӑтлавӗ савӑнӑҫлӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура иртрӗ. Писателӗн икӗ кӗнекерен тӑракан «Сиксе юхать Хула ҫырми» тата «Иртнӗ кунсен куҫҫулӗ» историлле романӗсене сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем, библиотека ӗҫченӗсем, вулакансем, юлташӗсем, ентешӗсем, вӗрентекенсем, И.Н.…

Окт
21

Людмила Сачковӑн кӗнекисен хӑтлавне чӗнетпӗр

Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче тӗпчевҫӗсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем, таврапӗлӳҫӗсем, вӗрентекенсем, вулакансем Чӑваш Республикин Наци библиотекине Людмила Сачковӑн «Сиксе юхать Хула ҫырми» тата «Иртнӗ кунсен куҫҫулӗ» кӗнекисене сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. Людмила Николаевна Сачкова – литература тӗнчинче паллӑ ят. Прозӑра-и, драматургире-и – пур енӗпе те ӑнӑҫлӑ ӗҫлет…

Окт
17

«Турхан сăмахĕ» романа пахаларĕç

Чăваш Республикин Наци библиотекинче юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Аркадий Русаков çыравçă тата публицист ҫырнӑ  «Турхан сăмахĕ» кӗнеке хӑтлавӗ иртрĕ. Пултарулăх ăмăртăвĕнче мала тухнă «Турхан сăмахĕ» роман кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухрĕ. Кӗнеке уявне поэтсемпе прозаиксем, редакторсемпе журналистсем, çыравçăн тус-тăванĕпе библиотека ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ. Тӗплӗнрех

Окт
16

Марина Карягинӑн кӗнекисене пахалӗҫ

Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче паллӑ поэт, прозаик, драматург, тележурналист, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Марина Карягина «Ачаш ача» тата «Ҫӗн Кун ачи» кӗнекисемпе паллаштарӗ. Кӗнеке уявӗ тепӗр чаплӑ пулӑмпа та тӳр килет: юпа уйӑхӗн…

Окт
11

Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине Мускавра паллă турӑмӑр

Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Мускавра, Литераторсен тĕп çуртĕнче (ЦДЛ), Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа «Чĕре йыхравĕ» ятлă уяв иртрĕ. Уява Мускавра пурăнакан чăвашсем, Шупашкартан килнĕ делегаци, ытти хăнасем хутшăнчĕç. Тӗплӗрнех

Окт
9

«Турхан сӑмахӗ» кӗнекен хӑтлавне йыхравлатпӑр

Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫыравҫӑсем, тӗпчевҫӗсем, таврапӗлӳҫӗсем Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Аркадий Русаковӑн «Турхан сӑмахӗ» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. Аркадий Никандрович Русаков Пушкӑрт Республикинчи Федоровка районне кӗрекен Кинчеккей ялӗнче ҫуралнӑ. 1980 ҫулта Ӗпхӳри медицина институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1981 ҫултанпа Федоровка салинче район больницинче врач-невролог…

Сен
27

«Варкăш» хăни – Елена Аксупи çыравçă

Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче çуллахи каникул хыççăн «Варкăш» литература клубĕ ĕçне малалла тăсрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Елена Аксупин «Пилеш куççулĕ» кĕнекине сÿтсе яврĕç. Кăларăм кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă, унта калавсем кĕнĕ. Автор уява Чĕмпĕр хулинчен килсе çитрĕ. Елена…

Сен
25

«Асрах асамĕ çав самантăн…» кĕнекене пахаларĕç

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнче А.С. Пушкин паллă вырăс поэчĕн «Я помню чудное мгновенье… Асрах асамĕ çав самантăн…» кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ. Кăларăм кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче икĕ чĕлхепе – вырăсла тата чăвашла – кун çути курнă, чăвашла Василий Кошкин-Кервен куçарнă. Унта А.С.…

Сен
17

Елена Аксупин «Пилеш куҫҫулӗ» кӗнекин хӑтлавне йыхравлатпӑр

Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» клубӑн хастарӗсем Елена Аксупин (Елена Геннадиевна Алексеевӑн) «Пилеш куҫҫулӗ» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. «Пилеш куҫҫулӗ» хайлав пуххи Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Редакторӗ – Ольга Фёдорова, ӳнерҫи – Ирина Калентьева. Кӗнекене вунтӑватӑ калав кӗнӗ.…