Категория: Хыпарсем
Окт
29

Библиотекӑра Сӑр тата Хусан оборона линийӗсене тӑвас ӗҫе тӗпчес тата астӑвӑма упрас ыйтусене сӳтсе яврӗҫ

Чӑваш Республикин наци библиотекинче юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Сӑр тата Хусан оборона линийӗсене тӑвас ӗҫри ыйтусене тӗпчес тата астӑвӑма упрас» темӑпа регионсем хушшинчи ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна Сӑр тата Хусан оборона чиккисен Чӑваш Енри строителӗсен ӗҫ паттӑрлӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ. Фоторепортаж Çавра сӗтел ӗҫне Атӑл…

Окт
22

«Варкăш» литература клубĕнче «Инкеклĕ телей» кĕнекене сӳтсе яврĕç

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Унăн хастар пайташĕсем Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑҫал пичетленнӗ «Инкеклӗ телей» коллективлӑ сборника сӳтсе яврĕç. «Алран алла» ярӑмпа тухнӑ кӑларӑма Улькка Эльменӗн, Юрий Терентьевӑн, Лидия Филипповӑн, Людмила Сачковӑн, Владимир Степановӑн, Галина…

Окт
16

«Патшалӑх тата гражданла обществăн пĕрлешĕвӗсем чӑваш чӗлхине упраcа хăварма пулăшни» наукӑпа практика конференцийӗ

2020 ҫулхи юпа уйăхӗн 22-23-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Патшалӑх тата гражданла обществăн пĕрлешĕвӗсем чӑваш чӗлхине упраcа хăварма пулăшни» ятлӑ наукӑпа практика конференцийӗ иртӗ.

Сен
22

«Варкӑш», варкӑшсам: кӗтнӗ тӗл пулу

Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн тахҫантанпа кӗтнӗ ларӑвӗ иртӗ. Клуб пайташӗсем ҫак тӗл пулусемшӗн тунсӑхласа ҫитрӗҫ ӗнтӗ, сӳтсе явмалли кӗнекесен шучӗ те ӳсрӗ. Ҫитес ларура «варкӑшҫӑсем» нумай пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ «Пирӗшти патне янӑ ҫыру»…

Сен
18

Любовь Федорован ҫӗнӗ кӗнекисен презентацийӗ

Сентябрӗн 22-мӗшӗнче Наци библиотекинче чӑваш поэчӗн, Федорова Любовь Михайловнӑн, ҫӗнӗ кӗнекисен презентацийӗ иртӗ. Автор куракансене «Ала витӗр» юптарусен пуххипе тата «Ку ҫыранра» сӑвӑ-калав кӗнекипе паллаштарӗ. Уява авторпа пӗрле тӗпчевҫӗсем хутшӑнаҫҫӗ. 1974 ҫултан пуҫласа Любовь Федорова республикӑри «Ялав», «Тӑван Атӑл», «Пике» тата ытти хаҫат-журналсенче…

Сен
9

Петӗр Яккусен ҫавра ҫулӗ тӗлне – библиографи кӑтартмӑшӗ

Чӑваш Республикин наци библиотеки паллӑ сӑвӑҫ, чӗлхеҫӗ, куҫаруҫӑ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Петр Яковлевич Яковлев (Петӗр Яккусен) 70 ҫул ҫитнӗ ятпа унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ библиографи кӑтартмӑшӗ хатӗрлесе кӑларчӗ. Кӑларӑма Петӗр Яккусен 1967 ҫултан пуҫласа 2020 ҫулччен пичетленсе тухнӑ уйрӑм кӗнекисене, сборниксемпе хаҫат-журналсенче пичетленнӗ…

Сен
8

Чӑваш Енре ҫӗнӗ ӑрури библиотека уҫӑлчӗ

Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ял библиотеки «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллĕн ҫӗнетнӗ хыҫҫăн авăн уйăхĕн 8-мӗшӗнче хăйĕн алăкĕсене вулакансем валли уҫрĕ.

Авг
28

Литература тӗпелӗн хӑни – Борис Чиндыков

Чӑваш Республикин наци библиотеки ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вулакансене Борис Чиндыков ҫыравҫӑ-драматургпа тӗл пулма литература тӗпелне йыхравлать.

Авг
18

«Пĕрле» поэзи кăшăлĕ иртрӗ

Ҫурла уйӑхӗн 10-16-мӗш кунӗсенче Шупашкарта Наци ӗҫӗсен Федераллӑ агенстви тата Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пулӑшнипе Чӑваш Республикин наци библиотеки ертсе пынипе «Атӑл асамачӗ» ятлӑ Раҫҫейри тӗрлӗ халӑхсен поэзийӗн фестивалӗ кӑҫалхипе 3-шӗш хут кӗрлерӗ. Фестиваль тапхӑрӗнче 6 площадка ӗҫлерӗ,…

Авг
11

Палиндромсемпе çывăхрах паллашатпăр

Кăҫалхи «Атăл Асамачĕ» поэзи фестивалĕн кăсăклă пулăмĕсенчен пĕри – паллă поэт, прозаик, драматург, тележурналист Марина Карягина ирттерекен «Хаваспа çыратпăр сăвă. Палиндромсем» ăсталăх лаççи. Вăл çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче 11.00 сехетре Чăваш Республикин наци библиотекинче иртĕ. Палиндромсем тесе эпир малтан та, хыçалтан та пĕр пекех…