Категория: Хыпарсем
Окт
16

Марина Карягинӑн кӗнекисене пахалӗҫ

Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче паллӑ поэт, прозаик, драматург, тележурналист, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Марина Карягина «Ачаш ача» тата «Ҫӗн Кун ачи» кӗнекисемпе паллаштарӗ. Кӗнеке уявӗ тепӗр чаплӑ пулӑмпа та тӳр килет: юпа уйӑхӗн…

Окт
11

Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине Мускавра паллă турӑмӑр

Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Мускавра, Литераторсен тĕп çуртĕнче (ЦДЛ), Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул çитнине халалласа «Чĕре йыхравĕ» ятлă уяв иртрĕ. Уява Мускавра пурăнакан чăвашсем, Шупашкартан килнĕ делегаци, ытти хăнасем хутшăнчĕç. Тӗплӗрнех

Окт
9

«Турхан сӑмахӗ» кӗнекен хӑтлавне йыхравлатпӑр

Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫыравҫӑсем, тӗпчевҫӗсем, таврапӗлӳҫӗсем Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Аркадий Русаковӑн «Турхан сӑмахӗ» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. Аркадий Никандрович Русаков Пушкӑрт Республикинчи Федоровка районне кӗрекен Кинчеккей ялӗнче ҫуралнӑ. 1980 ҫулта Ӗпхӳри медицина институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1981 ҫултанпа Федоровка салинче район больницинче врач-невролог…

Сен
27

«Варкăш» хăни – Елена Аксупи çыравçă

Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче çуллахи каникул хыççăн «Варкăш» литература клубĕ ĕçне малалла тăсрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Елена Аксупин «Пилеш куççулĕ» кĕнекине сÿтсе яврĕç. Кăларăм кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă, унта калавсем кĕнĕ. Автор уява Чĕмпĕр хулинчен килсе çитрĕ. Елена…

Сен
25

«Асрах асамĕ çав самантăн…» кĕнекене пахаларĕç

Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнче А.С. Пушкин паллă вырăс поэчĕн «Я помню чудное мгновенье… Асрах асамĕ çав самантăн…» кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ. Кăларăм кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче икĕ чĕлхепе – вырăсла тата чăвашла – кун çути курнă, чăвашла Василий Кошкин-Кервен куçарнă. Унта А.С.…

Сен
17

Елена Аксупин «Пилеш куҫҫулӗ» кӗнекин хӑтлавне йыхравлатпӑр

Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» клубӑн хастарӗсем Елена Аксупин (Елена Геннадиевна Алексеевӑн) «Пилеш куҫҫулӗ» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. «Пилеш куҫҫулӗ» хайлав пуххи Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Редакторӗ – Ольга Фёдорова, ӳнерҫи – Ирина Калентьева. Кӗнекене вунтӑватӑ калав кӗнӗ.…

Сен
11

Наци библиотеки «Асрах асамӗ ҫав самантӑн…» кӗнекен хӑтлавне йыхравлать!

Поэзине юратакансем авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекин «Весь Ваш А.П.» илемлӗ куравӑн хӑтлӑ залне «Асрах асамӗ ҫав самантӑн…» кӗнекене пахалама пуҫтарӑнӗҫ. Ӑна вырӑссен аслӑ поэчӗ Александр Пушкин  ҫуралнӑранпа кӑҫал 225 ҫул ҫитнине халалланӑ. Сборник Чӑваш кӗнеке издательствинче икӗ чӗлхепе вырӑсла тата…

Июн
28

Наци библиотекинче Чăваш кĕнекин кунĕ иртрĕ

Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче Чӑваш кӗнекин кунӗ иртрӗ. Хӑтлӑ курав залĕнче вулавăш ӗҫченӗсем, редакторсем, литература тӗпчевҫисем, ҫыравҫӑсем, журналистсем тата чăваш кĕнекине юратакансем пухӑнчӗҫ. Кăçал уяв тăваттăмĕш хут иртрĕ. «Ăна Ермей Рожанский (1741–XIX ĕмĕр пуçламăшĕ) куçаруçă тата миссионер ячĕпе çыхăнтараççĕ, мĕншĕн…

Июн
13

Константин Малышевăн «Ачалăхăм» кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ

Унăн кĕнеки тухнă-тухманах, икĕ-виçĕ уйăхра, саланса пĕтрĕ. Халь ăна лавккасенче тупаймăн, библиотекăран çеç илсе вулама пулать. Туянса ĕлкĕрнисем вара пĕрре тишкернипех çырлахмаççĕ, çине-çинех ун патне таврăнаççĕ. Шкул ачисем ăна уроксенче сӳтсе яваççĕ, аслисем алăран ямасăр шĕкĕлчеççĕ, ваттисем куççульне шăлса илеççĕ. Кашниех унта хăйне…

Июн
6

Хальхи чӑваш прозипе паллашатпӑр

Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Хальхи чӑваш прозин сӑн-сӑпачӗ (2000-2020)» лекци иртет, ӑна онлайн итлеме пулать. Калаҫаканӗ – Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх аслӑ ӗҫтешӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Вера Никифорова. Мӗнлерех-ши паян литературӑн вырӑнӗпе пӗлтерешӗ? Хальхи вӑхӑтри ҫыравҫӑсем мӗнле темӑсемпе…