Категория: Хыпарсем
Ноя
30

«Варкăш» литература клубĕнче Ирина Кошкинăн кĕнекине сÿтсе яврĕç

Чăваш Республикин наци библиотеки çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕнче уйăхсерен чăваш поэчĕсемпе прозаикĕсен кĕнекисене сӳтсе яваççĕ. Тĕлпулусем ирĕклĕ калаçу мелĕпе çавра сĕтел хушшинче иртеççĕ. Ларусене çыравçăсемпе журналистсем, критиксемпе преподавательсем тата студентсем кăна мар, кирек кам та хутшăнма пултарать. Варкăшçăсене пĕрлештерсе тăраканни – тăван литературăна…

Ноя
13

«Ытарайми ман савнӑ ялӑм…»

Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче ӗҫ ветеранӗн – Иванова Мария Ильиничнӑн «Ҫирӗклӗ тӗрленчӗкӗсем» кӗнеке хӑтлавӗ иртет. Мария Ильинична Иванова 1934 ҫулхи октябрӗн 24-мӗшӗнче Йӗпреҫ районне кӗрекен Ҫирӗклӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ачалӑхӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ ҫулӗсемпе пӗр килнӗ. Малтанах вӑл Ҫирӗклӗри пуҫламӑш,…

Ноя
13

Митта Ваҫлейне халалланӑ курав уҫӑлчӗ

Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Митта Ваҫлейӗ ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнӗ май унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халаллнӑ «Манӑҫми Митта» картинӑсен куравӗ ӗҫлет. Авторӗ – Раҫҫей ӳнерҫисен пӗрлешевӗн пайташӗ Валерий Алексеевич Краснов (Ирӗк Килтӗш). Чӑвашсен паллӑ та пултаруллӑ поэчӗ, куҫаруҫи, критикӗ, СССР писательсен Союзӗн членӗ Митта…

Ноя
8

Геннадий Трифонов тӗпчевҫӗне халалланӑ асӑну каҫӗ

Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче философи наукисен докторӗ, профессорӗ, геологипе минералоги наукисен кандидачӗ, таврапӗлӳҫӗ, вӗрентӳҫӗ Геннадий Фёдорович Трифонов  ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ асӑну каҫӗ иртет. Паллӑ ентешӗмӗре сума суса тӗпчевҫӗсем, ӗҫтешӗсем, таврапӗлӳҫӗсем, чӑваш писателӗсем, журналистсем, вулакансем пухӑнӗҫ, сумлӑ ҫыннӑмӑрӑн пултарулӑх…

Ноя
1

«Луч çуккипе усă кураççĕ»

Юпа уйăхĕн юлашки кунĕнче Наци библиотекинче «Варкăш» клубăн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Хальхинче унта Чăваш кĕнеке издательствинче кăçал пичетленнĕ «Сухви сехмечĕсем» кĕнеке пирки калаçу пычĕ. «Алран алла» ярăмпа тухнă тăваттăмĕш кĕнеке ку. Вĕсене Галина Антонова пухса, редакцилесе хатĕрлет. Хĕрарăм вулавçăсем валли ятарласа уçнă çĕнĕ…

Окт
17

Галина Матвеевӑн «Ҫил ҫинчи турат» кӗнекине пахаларӗҫ

Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Галина Матвеевӑн «Ҫил ҫинчи турат» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Кӑларӑмра ҫыравҫӑн унччен пичетленнӗ тата вулакан умне халиччен тухман поэмисем, сӑввисем, юптарӑвӗсем, куҫарӑвӗсем кун ҫути курчӗҫ.…

Окт
2

Пётр Осиповӑн «Ылханлӑ йӑх» пьесине вулани

Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш халӑх артистки Наталия Сергеева ертсе пыракан «Васкамасӑр вулатпӑр» проект малалла тӑсӑлчӗ. Мероприятие пухӑннӑ тӗпчевҫӗсем, вӗрентекенсем, студентсем, библиотека ӗҫченӗсем чӑвашсен паллӑ драматургӗн, прозаикӗн, РСФСР тава тивӗҫлӗ врачӗн Пётр Осиповӑн «Ылханлӑ йӑх» пьесине вуласа тишкерчӗҫ. Малтанах Наталия…

Сен
26

Алевтина Дмитриевӑн «Кая юлнӑ каҫару сӑмахӗ» кӗнекине пахалани

Паян Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче ҫуллахи каникул хыçҫӑн «Варкӑш» литература клубӗн хастарӗсем Алевтина Дмитриевӑпа тӗл пулчӗҫ. Алевтина Анатольевна чӑваш литературин алӑкне уҫса кӗрет кӑна-ха, апла пулин те вулакансем унӑн «Кая юлнӑ каҫару сӑмахӗ» кӗнекине юратса йышӑнчӗҫ. Кӗнеке 7-мӗш номерлӗ типографире 200 экземпляр тиражпа…

Сен
20

Илпек Микулайӗн пултарулӑхӗпе паллашатпӑр

Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑр» романӗн чӑваш литературинчи вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ» онлайн-лекци иртет. Калаҫакансем: филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ольга Скворцова тата Чӑваш Республикин Наци библиотекин аслӑ библиотекарӗ Татьяна Семенова. Итлекенсем чӑваш халӑх ҫыравҫин Илпек Микулайӗн (Николай Филиппович Ильбековӑн) пултарулӑх…

Сен
7

Михаил Красновӑн 70 ҫулне халалланӑ пултарулӑх каҫӗ

Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Михаил Николаевич Красновӑн 70 ҫулне халалланӑ пултарулӑх каҫӗ тӗлӗнмелле савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура иртрӗ. Уява патшалӑхпа общество, культурӑпа искусство деятелӗсем, ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, ентешӗсем, юлташӗсем, тӑванӗсем, вӗрентекенсем, студентсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Ара Мишши…