Категория: Хыпарсем
Ноя
1

«Луч çуккипе усă кураççĕ»

Юпа уйăхĕн юлашки кунĕнче Наци библиотекинче «Варкăш» клубăн черетлĕ ларăвĕ пулчĕ. Хальхинче унта Чăваш кĕнеке издательствинче кăçал пичетленнĕ «Сухви сехмечĕсем» кĕнеке пирки калаçу пычĕ. «Алран алла» ярăмпа тухнă тăваттăмĕш кĕнеке ку. Вĕсене Галина Антонова пухса, редакцилесе хатĕрлет. Хĕрарăм вулавçăсем валли ятарласа уçнă çĕнĕ…

Окт
17

Галина Матвеевӑн «Ҫил ҫинчи турат» кӗнекине пахаларӗҫ

Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Галина Матвеевӑн «Ҫил ҫинчи турат» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Кӑларӑмра ҫыравҫӑн унччен пичетленнӗ тата вулакан умне халиччен тухман поэмисем, сӑввисем, юптарӑвӗсем, куҫарӑвӗсем кун ҫути курчӗҫ.…

Окт
2

Пётр Осиповӑн «Ылханлӑ йӑх» пьесине вулани

Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш халӑх артистки Наталия Сергеева ертсе пыракан «Васкамасӑр вулатпӑр» проект малалла тӑсӑлчӗ. Мероприятие пухӑннӑ тӗпчевҫӗсем, вӗрентекенсем, студентсем, библиотека ӗҫченӗсем чӑвашсен паллӑ драматургӗн, прозаикӗн, РСФСР тава тивӗҫлӗ врачӗн Пётр Осиповӑн «Ылханлӑ йӑх» пьесине вуласа тишкерчӗҫ. Малтанах Наталия…

Сен
26

Алевтина Дмитриевӑн «Кая юлнӑ каҫару сӑмахӗ» кӗнекине пахалани

Паян Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче ҫуллахи каникул хыçҫӑн «Варкӑш» литература клубӗн хастарӗсем Алевтина Дмитриевӑпа тӗл пулчӗҫ. Алевтина Анатольевна чӑваш литературин алӑкне уҫса кӗрет кӑна-ха, апла пулин те вулакансем унӑн «Кая юлнӑ каҫару сӑмахӗ» кӗнекине юратса йышӑнчӗҫ. Кӗнеке 7-мӗш номерлӗ типографире 200 экземпляр тиражпа…

Сен
20

Илпек Микулайӗн пултарулӑхӗпе паллашатпӑр

Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Илпек Микулайӗн «Хура ҫӑкӑр» романӗн чӑваш литературинчи вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ» онлайн-лекци иртет. Калаҫакансем: филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ольга Скворцова тата Чӑваш Республикин Наци библиотекин аслӑ библиотекарӗ Татьяна Семенова. Итлекенсем чӑваш халӑх ҫыравҫин Илпек Микулайӗн (Николай Филиппович Ильбековӑн) пултарулӑх…

Сен
7

Михаил Красновӑн 70 ҫулне халалланӑ пултарулӑх каҫӗ

Авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Михаил Николаевич Красновӑн 70 ҫулне халалланӑ пултарулӑх каҫӗ тӗлӗнмелле савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура иртрӗ. Уява патшалӑхпа общество, культурӑпа искусство деятелӗсем, ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, ентешӗсем, юлташӗсем, тӑванӗсем, вӗрентекенсем, студентсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Ара Мишши…

Сен
7

«Марфа Трубина: писатель, вĕрентÿçĕ» çавра сĕтел иртрĕ

Авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче ЧПГĂИ литература тĕпчевçисемпе Наци библиотеки ĕçченĕсем «Марфа Трубина: писатель, вĕрентÿçĕ» ятлă çавра сĕтел ирттерчĕç. Ăна çыравçă çуралнăранпа 135 çул çитнине халалланă. Трубина Мархви (1888–1956) пултарулăхĕ чăваш литературинче хăйне уйрăм вырăн йышăнать. Поэт, прозаик, драматург пулнă вăл. Ытларах ача-пăча валли çырнисемпе…

Июл
4

Литература пикникӗ иртрӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекин картишӗнче литература пикникӗ тӗлӗнмелле савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура иртрӗ. Ҫуллахи ӑшӑ та тӳлек каҫ ҫыравҫӑсем, журналистсем, артистсем, библиотека ӗҫченӗсемпе вулакансем пуҫтарӑнчӗҫ. Марина Карягинӑпа Галина Матвеева ҫыравҫӑ-журналистсем Евгений Евтушенко, Андрей Растворцев поэтсен вырӑсла сӑввисене чӑвашла куҫарнӑ. Уява хутшӑнакансене хӑйсен…

Июн
29

Наци библиотекинче Раççей халăхĕсен хальхи литературин 6 томне пахаларĕç

Книга «Народная мудрость» антологии «Современная литература народов России»

Çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче анлă проектăн – «Раççей халăхĕсен хальхи литератури» тĕрлĕ жанрлă антологи ярăмĕн – хăтлавĕ иртрĕ. Ун ĕçне ăслăлăх, вĕренӳ, культура тата ӳнер ĕçченĕсем, общество хастарĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Хальхи Раççей халăхĕсен литературин антологийĕсем издательство проекчĕ…

Июн
8

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш халӑх писателӗн, поэчӗн, публицисчӗн, журналисчӗн, К. Турхан ячӗллӗ преми лауреачӗн Денис Гордеевӑн 85 ҫулне халалланӑ «Денис Гордеевӑн илемлӗх тӗнчи» литература тӗпелӗ иртрӗ. Мероприятие ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, библиотека ӗҫченӗсемпе вулакансем, ҫывӑх ҫыннисемпе ентешӗсем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ, авторӑн «Ҫӗн…