Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн черетлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ, ларăва халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Чăваш Республикин Профессиллĕ писательсен союзĕн пайташĕсем, Чăваш кĕнеке издательствин, «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем, артистсемпе çыравçăсем, журналистсемпе вĕрентекенсем тата библиотекарьсем пĕр шухăшлă пулса Лариса Петрова çамрăк сăвăçа…
Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Юхма Михаил Николаевич» биобиблиографи кӑтартмӑшне пахаларӗҫ. Ҫӗнӗ кӗнеке уявне ҫыравҫӑсем, тӗпчевҫӗсем, культура ӗҫченӗсем, вӗрентекенсем, Юхма Мишши пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Наци библиотекин ӗҫченӗсем хатӗрлесе кӑларнӑ сумлӑ кӑтартмӑш Юхма Мишши чӑваш халӑх писателӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне пур енлӗн…
Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пуҫарнипе ҫӗнтерӳҫӗсене чысласа «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» фестиваль-конкурс пӗтӗмлетӗвӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Наци библиотеки Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗпе тата Чӑваш кӗнеке…
«Нарспие» чӑвашла вулатпӑр
Чӑваш Республикин Наци библиотеки 2022 ҫулхи ака уйӗхӗн 25-мӗшӗнче, чӑваш чӗлхи кунӗнче, «ˮНарспиеˮ вулатпӑр» проекта пуҫарчӗ. Унӑн тӗллевӗ – ҫынсене чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов пултарулӑхӗпе паллаштарасси. Пултаруллӑ чӑваш поэчӗн 17 ҫулта ҫырнӑ «Нарспи» поэми – унӑн пултарулӑхӗн чи ҫулти тӳпи шутланать. «Ку…
Константин Иванова халалласа
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Нарспи» спектакль 100 ҫул тата «Нарспи» опера 55 ҫул тултарнă тӗле «Наци кĕтречĕ. Константин Иванова халалласа» ятпа пысӑк курав уҫӑлать. Вӑл «Нарспи» поэма историне пирвайхи хут пичетленсе тухнинчен пуҫласа хальхи вӑхӑтри ӳнер ӑстисен ӑнлантарӑвӗ таран йӗрлеме…
Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ Раççей Федерацийĕнче халăхсен культура еткерлĕхĕн Çулталăкне тата Чăваш Республикинче мухтавлă ентешсен Çулталăкне халалласа йĕркеленĕ регионсем шайĕнчи «Манăçми ятсен çухалмĕ чапĕ» викторина вĕçленчĕ. Вăйă-ăмăртăва ирттерекенсен йышĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви, Чăваш Республикин Наци библиотеки пулчĕç. Конкурса…
Пуш уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче чаплă поэзи каçĕ иртрĕ. Хăтлă зал кунашкал лăк тулли пулнине тахçантанпах курманччĕ. Станислав Сатурăн çĕнĕ кĕнекисен хăтлавне халăх чăннипех те йышлă пуçтарăнчĕ. Харăсах икĕ кăларăм пахалани сайра тĕл пулать. Станислав Николаевич вара тухăçлăхĕпе тĕлĕнтерме пăрахмасть –…
Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче Галина Матвеевăн çуралнă кунне паллă турĕç. Пултаруллă прозаика, поэта, куçаруçа, редактора саламлама халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Пухăннисенчен кашниех юбиляра ырă сăмах каларĕ, ăшă асаилӳсемпе уява илемлетрĕ. Галина Алексеевна Матвеева (Антонова) 1957 çулхи нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Аçăмçырми…
Нарӑс уйăхĕн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубĕн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Ытти чухне варкăшçăсем илемлӗ литература хайлавӗсене сӳтсе яватчĕç. Ку хутӗнче вара чӑваш литературине тӗпчекен Николай Осипов критикӑн «Хальхи чӑваш литератури» вӗренӳ пособине пӑхса тухрĕç. Автор палӑртнӑ тӑрӑх, кӗнекере хальхи вӑхӑтра…
Манăçми ятсен çухалмĕ чапĕ
Чăваш халăхне, пирĕн республикăна чапа кăларнă тĕнчипех паллă çынсене пĕлес, вĕсен пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тата тивĕçлипе мăнаçланас, тăван ен историйĕпе культурине тĕпчес енĕпе пултаруллă шкул ачисемпе çамрăксене тупса палăртас тĕллевпе Чăваш наци конгресĕн вĕренӳ комитечĕ, Чăваш Республикин Наци библиотеки Чăваш Республикинче Мухтавлă ентешсен…