Written on Сен, 25, 2024
by admint
Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнче А.С. Пушкин паллă вырăс поэчĕн «Я помню чудное мгновенье… Асрах асамĕ çав самантăн…» кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ. Кăларăм кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче икĕ чĕлхепе – вырăсла тата чăвашла – кун çути курнă, чăвашла Василий Кошкин-Кервен куçарнă. Унта А.С.…
Written on Апр, 01, 2024
by admint
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн тӗлпулӑвӗ ытти чухнехинчен урӑхларах форматпа иртрӗ. Вулавӑшӑн акт залне поэтсемпе прозаиксем, журналистсемпе библиотекарьсем, студентсемпе чӑваш литературине юратакансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Тӗллевӗ пурин те пӗрре – Владимир Левукова «Ӗмӗр пӗрле пуласчӗ» кӑларӑмӗ кун ҫути курнӑ…
Written on Мар, 01, 2024
by admint
Кĕнеке пичетленсе тухни авторшăн кăна мар, вулаканшăн та – пысăк савăнăç. Çамрăк çыравçăн кăларăмĕ кун çути курни вара – пушшех те. Эппин, чăваш литератури аталанать-ха, сумлă писательсен ĕçне малалла тăсакансем пур. Нарăс уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн тĕлпулăвĕнче шăпах…
Written on Фев, 27, 2024
by admint
Нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» клуба ҫӳрекенсем Нина Царыгинӑн «Ҫил-тӑманлӑ ӗмӗт» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Нина Царыгина «Хыпар» Издательство ҫурчӗн «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗнче вӑй хурать. Унӑн хайлавӗсем «Кӗтмен юрату», «Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ.…
Written on Фев, 02, 2024
by admint
Кăрлач уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Сергей Павловăн «Шăпчăк çĕрĕпех юрлать» романĕн хăтлавĕ иртрĕ. Кăларăм пĕлтĕрхи çуркунне Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнăччĕ. Унăн ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли çырнă произведенисен конкурсĕнче (2022) çĕнтернĕ. «Сĕлкĕш», «Авăр», «Тан таппи», «Тĕтре», «Сарă хăмăш, сар…
Written on Дек, 22, 2023
by admint
Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче савӑнӑҫлӑ та ӑшӑ лару-тӑрура Любовь Фёдоровӑн «Ӑшӑх вырӑн ҫук тинӗсре» кӗнекине пахаларӗҫ. Ҫӗнӗ кӑларӑмра сӑвӑсемсӗр пуҫне юптарусем, сӑвӑлла юмахсем, такмаксем кун ҫути курнӑ. Поэзи каҫне тӗпчевҫӗсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем, тӑванӗсем, ентешӗсем, юлташӗсем, библиотека ӗҫченӗсем тата И. Я.…
Written on Окт, 17, 2023
by admint
Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Галина Матвеевӑн «Ҫил ҫинчи турат» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин ӗҫченӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Кӑларӑмра ҫыравҫӑн унччен пичетленнӗ тата вулакан умне халиччен тухман поэмисем, сӑввисем, юптарӑвӗсем, куҫарӑвӗсем кун ҫути курчӗҫ.…
Written on Сен, 26, 2023
by admint
Паян Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче ҫуллахи каникул хыçҫӑн «Варкӑш» литература клубӗн хастарӗсем Алевтина Дмитриевӑпа тӗл пулчӗҫ. Алевтина Анатольевна чӑваш литературин алӑкне уҫса кӗрет кӑна-ха, апла пулин те вулакансем унӑн «Кая юлнӑ каҫару сӑмахӗ» кӗнекине юратса йышӑнчӗҫ. Кӗнеке 7-мӗш номерлӗ типографире 200 экземпляр тиражпа…
Çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче анлă проектăн – «Раççей халăхĕсен хальхи литератури» тĕрлĕ жанрлă антологи ярăмĕн – хăтлавĕ иртрĕ. Ун ĕçне ăслăлăх, вĕренӳ, культура тата ӳнер ĕçченĕсем, общество хастарĕсем, массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Хальхи Раççей халăхĕсен литературин антологийĕсем издательство проекчĕ…
Written on Май, 29, 2023
by admint
Ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ иртрӗ. Хальхинче Георгий Фёдоровӑн кӗнекине сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ. Кӑларӑмра ҫыравҫӑн тӗрлӗ ҫулсенче ҫырнӑ поэмисемпе сӑввисем кун ҫути курнӑ. Георгий Иосифович…