Окт
25

Наци библиотекин чӑваш ҫырулӑхне халалланӑ проекчӗ гранта тивӗҫнӗ

Раҫҫейри халӑхсен тӑван чӗлхисене упракан тата тӗпчекен фонд ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче тӑван чӗлхесене сыхлассипе тата аталантарассипе ҫыхӑннӑ мероприятисен конкурсне ирттересси ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Нумай пулмасть ӑна пӗтӗмлетрӗҫ. Ҫак конкурсра пурӗ 4 проект мала тухрӗ: вӗсенчен пӗри — Чӑваш Республикин Наци библиотеки тӑратнӑ «Ӑ-150» пӗтӗм…

Сен
29

Егор Васильев-Бурзуй 85 ҫулта

Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗпе Егор Васильев-Бурзуйпа тӗлпулу иртрӗ. Егор Васильевич – паллӑ профессор, ҫыравҫӑ, Чӑваш Республикин наукӑн тава тивӗҫлӗ деятелӗ. Кӑҫал ҫулла вӑл 85 ҫул тултарчӗ. Ҫак ятпа ӑна саламлама библиотекӑра ҫывӑх юлташӗсем, ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем пухӑнчӗҫ. Юбиляр…

Сен
21

Петӗр Эйзинӑн пултарулӑх тӗнчи

Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Ольга Скворцова филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ «Петӗр Эйзинӑн пултарулӑх тӗнчи» ятпа уҫӑ лекци ирттерчӗ. Мероприятие чӑвашсен паллӑ поэчӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, В. Митта ячӗллӗ преми лауреачӗ Петӗр Эйзин та хутшӑнчӗ. Малтанах тӗпчевҫӗ Петӗр Эйзинӑн…

Сен
16

«Кӗркуннен асамлӑ ҫеммисем» перфоманс чӑвашлӑх увӗ пулса тӑчӗ

Салам сана, сап-сарӑ тумлӑ, Пуян та ҫутӑ кӗркунне! Кучченеҫпе сӗтел халь тулӑх, Савӑнтарать пире парне. Ямаш сӑвӑҫ ҫырнӑ сӑвӑ йӗркисемпе пуҫланчӗ Чӑваш наци вулавӑшӗнче чӑваш поэзийӗн, юрри-кӗввин уявӗ. «Кӗркуннен асамлӑ ҫеммисем» перфоманса ылтӑн тумлӑ кӗркуннене халалласа республикӑри тӗп библиотека пĕтĕм Раççейри «Культурная суббота»…

Сен
15

«Варкӑш» клубра «Йӑкӑнат авланать» кӗнекепе паллашрӗҫ

Авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубне ҫӳрекенсем черетлӗ кӗнекепе паллашма пухӑнчӗҫ. Тӗлпулура вулама-ҫырма юратакансем «Йӑкӑнат авланать» сборника пӑхса тухрӗҫ, унсӑр пуҫне литература тӗнчинчи юлашки хыпарсене, клуба малалла мӗнлерех аталантарассине сӳтсе яврӗҫ. Лару пирки тӗплӗнрех

Сен
9

Чӑваш Енӗн ҫӗнӗ кӗнекисем: 2021 ҫул

Чӑваш Ен ҫинчен Ӑсталӑх Ҫутҫанталӑк тата ялхуҫалӑх Илемлӗ литература Истори. Этнографи. Археологи Культура. Ӑслӑлӑх. Ҫутӗҫ Медицина тата спорт Чӗлхе. Литературоведени. Фольклор Экономика

Авг
12

Чунтан хурланатпӑр

Чӑваш республикин Наци библиотеки Роза Ивановна Шевлепи (Ильина-Юхма) паллӑ сӑвӑҫ, прозаик, публицист, Чӑваш писателӗсен союзӗн членӗ, А. Талвир тата Эмине премийӗсен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ (1995) вилнӗ пирки тарӑннӑн хурланнине пӗлтерет. Роза Ивановна 15 яхӑн кӗнеке авторӗ. Унӑн ачасем валли…

Июн
11

Чӑваш кӗнеке кунне халалласа ҫавра сӗтел иртрӗ

2021 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче Ермей Иванович Рожанский çуралнăранпа 280 çул çитнине халалланă çавра сĕтел иртрĕ. Фоторепортаж Унта ăсчахсем, библиотека ĕçченĕсем, И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУн тата И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУн вĕрентекенĕсемпе студенчĕсем, çыравçăсем хутшӑнчӗҫ. Тӗплӗнрех 

Июн
7

Ҫӗнӗ пуҫару: Чӑваш кӗнеки кунӗ

Чӑваш чӗлхи историйӗнче «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» кӗнеке паллӑ вырӑн йышӑнать. Чӑваш чӗлхин пӗрремӗш грамматики 1769-мӗш ҫулта Питӗрте пичетленсе тухнӑ. Ку ӗҫе Ермей Иванович Рожанский миссионер хастар хутшӑнни паллӑ. Виталий Родионов тӗпчевҫӗ палӑртнӑ тӑрӑх «XVIII ӗмӗре Е.И. Рожанский тапхӑрӗ тесен те йӑнӑш…

Май
25

Николай Ларионовӑн пултарулӑх каҫӗ иртӗ

Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче паллӑ ҫыравҫӑн, журналистӑн Николай Ларионовӑн пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Ӑна ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Николай Николаевич – Раҫҫей писателӗсен союзӗн членӗ, Раҫҫей журналисчӗсен союзӗн членӗ, А. Талвир ячӗллӗ премин лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ…