Ноя
6

«Салампи» роман – ҫӗр ҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке

Чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче хаваслӑ лару-тӑрура «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫӗр ҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» вулав референдумне пӗтӗмлетрӗҫ. Акцие Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Фоторепортаж Референдум тапхăрĕнче вулакансем «Чăваш литературин ылтăн çӳпçи: вуламалли 100 кĕнеке» сайтра кăмăла кайнă…

Окт
30

Вулав референдумӗ вӗҫленсе пырать

Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа Чӑваш Республикин наци библиотеки «Литературăллă Чăваш Ен: ҫӗр ҫуллӑхри чи килӗшнӗ кӗнеке» вулав референдумне нарӑс уйӑхӗнче пуҫарса янӑччӗ.  Ӑна чӑваш литературин чи паха хайлавӗсене халӑх хушшинче анлă сарас, вулакансен, вулавăшсен хастарлăхне ӳстерес, ҫӗр ҫуллӑхри чи…

Окт
29

Библиотекӑра Сӑр тата Хусан оборона линийӗсене тӑвас ӗҫе тӗпчес тата астӑвӑма упрас ыйтусене сӳтсе яврӗҫ

Чӑваш Республикин наци библиотекинче юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче «Сӑр тата Хусан оборона линийӗсене тӑвас ӗҫри ыйтусене тӗпчес тата астӑвӑма упрас» темӑпа регионсем хушшинчи ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна Сӑр тата Хусан оборона чиккисен Чӑваш Енри строителӗсен ӗҫ паттӑрлӑхӗн ҫулталӑкне халалланӑ. Фоторепортаж Çавра сӗтел ӗҫне Атӑл…

Окт
22

«Варкăш» литература клубĕнче «Инкеклĕ телей» кĕнекене сӳтсе яврĕç

Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Унăн хастар пайташĕсем Чӑваш кӗнеке издательствинче кӑҫал пичетленнӗ «Инкеклӗ телей» коллективлӑ сборника сӳтсе яврĕç. «Алран алла» ярӑмпа тухнӑ кӑларӑма Улькка Эльменӗн, Юрий Терентьевӑн, Лидия Филипповӑн, Людмила Сачковӑн, Владимир Степановӑн, Галина…

Окт
20

Чӑваш Енӗн ҫӗнӗ кӗнекисем: 2020 ҫул

Чӑваш Ен ҫинчен Ӑсталӑх Ҫутҫанталӑк тата ялхуҫалӑх Илемлӗ литература Истори. Этнографи. Археологи Культура. Ӑслӑлӑх. Ҫутӗҫ Медицина тата спорт Чӗлхе. Литературоведени. Фольклор Экономика

Окт
16

«Патшалӑх тата гражданла обществăн пĕрлешĕвӗсем чӑваш чӗлхине упраcа хăварма пулăшни» наукӑпа практика конференцийӗ

2020 ҫулхи юпа уйăхӗн 22-23-мӗшӗсенче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Патшалӑх тата гражданла обществăн пĕрлешĕвӗсем чӑваш чӗлхине упраcа хăварма пулăшни» ятлӑ наукӑпа практика конференцийӗ иртӗ.

Сен
26

Олег Алексеевич Николаев

Олег Алексеевич Николаев 1969 ҫулхи декабрӗн 10-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ. 1985 ҫулта Шупашкарти строительство техникумӗнче «Граждан тата промышленность строительствин техник-строителӗ», 1998 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче «Предприятисен экономики тата предпринимательство ӗҫӗ» специальноҫсене алла илнӗ. 1999 ҫулта ҫак аслӑ…

Сен
22

«Варкӑш», варкӑшсам: кӗтнӗ тӗл пулу

Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн тахҫантанпа кӗтнӗ ларӑвӗ иртӗ. Клуб пайташӗсем ҫак тӗл пулусемшӗн тунсӑхласа ҫитрӗҫ ӗнтӗ, сӳтсе явмалли кӗнекесен шучӗ те ӳсрӗ. Ҫитес ларура «варкӑшҫӑсем» нумай пулмасть Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ «Пирӗшти патне янӑ ҫыру»…

Сен
18

Любовь Федорован ҫӗнӗ кӗнекисен презентацийӗ

Сентябрӗн 22-мӗшӗнче Наци библиотекинче чӑваш поэчӗн, Федорова Любовь Михайловнӑн, ҫӗнӗ кӗнекисен презентацийӗ иртӗ. Автор куракансене «Ала витӗр» юптарусен пуххипе тата «Ку ҫыранра» сӑвӑ-калав кӗнекипе паллаштарӗ. Уява авторпа пӗрле тӗпчевҫӗсем хутшӑнаҫҫӗ. 1974 ҫултан пуҫласа Любовь Федорова республикӑри «Ялав», «Тӑван Атӑл», «Пике» тата ытти хаҫат-журналсенче…

Сен
9

Петӗр Яккусен ҫавра ҫулӗ тӗлне – библиографи кӑтартмӑшӗ

Чӑваш Республикин наци библиотеки паллӑ сӑвӑҫ, чӗлхеҫӗ, куҫаруҫӑ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Петр Яковлевич Яковлев (Петӗр Яккусен) 70 ҫул ҫитнӗ ятпа унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ библиографи кӑтартмӑшӗ хатӗрлесе кӑларчӗ. Кӑларӑма Петӗр Яккусен 1967 ҫултан пуҫласа 2020 ҫулччен пичетленсе тухнӑ уйрӑм кӗнекисене, сборниксемпе хаҫат-журналсенче пичетленнӗ…