Мар
2

Юлия Николаевӑн «Вӑрҫӑ ҫӑкӑрӗ» кӗнекине пахалани

Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ иртрӗ. Хальхинче Юлия Николаевӑн «Вӑрҫӑ ҫӑкӑрӗ» кӗнекине сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. «Вӑрҫӑ ҫӑкӑрӗ» кӗнекери…

Фев
14

Николай Ишентейӗн бенефисӗ

Нарӑс уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче хаваслӑ лару-тӑрура паллӑ ҫыравҫӑ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Петрович Ишентей хӑйӗн ҫавра ҫулне паллӑ турӗ.  Пултаруллӑ калем ӑстине чыслама ҫыравҫӑсем, тӗпчевҫӗсем, библиотека ӗҫченӗсем тата студентсем пухӑнчӗҫ. Николай Петровичӑн…

Фев
2

Ара Мишшин «Тӑвалла ҫул» кӗнекине пахалани

Кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн 2023 ҫулхи пӗрремӗш ларӑвӗ иртрӗ. Хальхинче Ара Мишшин «Тӑвалла ҫул» кӗнекине сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Хайлав пуххине вунпӗр калавпа пӗр повесть кӗнӗ. Ӑна…

Фев
2

Мария Ухсая халалланӑ литература каҫӗ иртрӗ

Кӑҫалхи ҫул та ыттисем пекех тӗрлӗ ҫавра ҫулсемпе, пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе пуян. Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш ҫыравҫи, куҫаруҫи, драматургӗ Мария Ухсай ҫуралнӑранпа 115 ҫитнине халалланӑ «Ҫыратӑп эпӗ кӑранташпа мар, чӗремҫӗм татӑкӗпе…» литература каҫӗ иртрӗ. Тӑван литературӑпа культурӑна аталантарас ӗҫре…

Фев
1

«Ман юратнă вĕрентекен» литература пултарулăх конкурсĕ

Раççей Федерацийĕн Вĕрентекен тата вĕрентӳçĕ çулталăкне тата И.Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă регионсем шайĕнчи «Ман юратнă вĕрентекен» литература пултарулăх конкурсĕн йĕркийĕ Пĕтĕмĕшле калани «Чăваш наци конгресĕ» регионсем хушшинчи общество пĕрлешĕвĕ, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш Республикин Наци библиотеки, Чăваш Республикин…

Янв
13

2023 ҫулӑн юбилей кунӗсемпе паллӑ датисем

Сисӗнмесӗрех 2023 ҫула пырса кӗтӗмӗр. Кӑҫалхи ҫул та ыттисем пекех тӗрлӗ ҫавра ҫулсемпе, пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе пуян. Ҫулталӑк ҫаврӑнӑшӗнче мӗн-мӗн пулса иртессине вӑхӑтра пӗлсе тӑма Чӑваш Республикин Наци библиотеки хатӗрлесе кӑларнӑ «Ҫулталӑк кӗнеки 2023» кӑларӑм пулӑшӗ. Календарь 1967 ҫултанпа тухса тӑрать. Ҫулсерен вӑл…

Янв
13

Мария Ухсая халалланӑ асӑну каҫӗ

Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш ҫыравҫи, куҫаруҫи, драматургӗ Мария Ухсай ҫуралнӑранпа 115 ҫитнине халалланӑ «Ҫыратӑп эпӗ кӑранташпа мар, чӗремҫӗм татӑкӗпе…» асӑну каҫӗ иртет. Паллӑ ентешӗмӗре сума суса чӑваш писателӗсем, журналистсем, тӗпчевҫӗсем, вулакансем пухӑнӗҫ. Уява хутшӑнакансем ҫыравҫӑн пултарулӑх ҫул-йӗрне, хайлавӗсен хӑй…

Дек
22

Александр Пӑрттан «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» кӗнекине пахалани

Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗнче Александр Пӑрттан «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» кӗнекине ӑшӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Шел пулин те, автор хӑй килеймерӗ.  Ҫӗнӗ кӑларӑма пӗр…

Ноя
16

Мухтавлӑ поэта халалласа

Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ кунӗнче, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче ҫеҫпӗлҫӗсем пухӑнчӗҫ. Уява йӗркелекелесе ертсе пырканӗ чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Ҫеҫпӗл Мишши поэзийӗ паян  та актуаллӑ пулни ҫинчен каларӗ, ҫак кун республикӑра иртекен мероприятисемпе паллаштарчӗ. Вӗсенчен пӗри – «Эп пурӑнатӑп! Я…

Ноя
1

Дмитрий Моисеев çамрăк çыравçăн пĕрремĕш кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ

Чăваш Республикин Наци библиотекинче юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Варкăш» литература клубĕн ларăвĕ тĕлĕнмелле çĕкленӳллĕ те хаваслă иртрĕ. Конференц-зала халăх лăк тулли пуçтарăнчĕ. «Ют пахчари хăмла çырли» илĕртрĕ мар-и писательсемпе журналистсене, редакторсемпе библиотекарьсене, артистсемпе юрăçсене. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче шăпах çакăн ятлă калав пуххи…