Дек
22

Александр Пӑрттан «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» кӗнекине пахалани

Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗнче Александр Пӑрттан «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» кӗнекине ӑшӑ та кӑмӑллӑ лару-тӑрура сӳтсе яврӗҫ. Уява ӑсчахсем, ҫыравҫӑсем, Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем, журналистсем, вулакансем, библиотека ӗҫченӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Шел пулин те, автор хӑй килеймерӗ.  Ҫӗнӗ кӑларӑма пӗр…

Ноя
16

Мухтавлӑ поэта халалласа

Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑ кунӗнче, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин Наци библиотекинче ҫеҫпӗлҫӗсем пухӑнчӗҫ. Уява йӗркелекелесе ертсе пырканӗ чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Ҫеҫпӗл Мишши поэзийӗ паян  та актуаллӑ пулни ҫинчен каларӗ, ҫак кун республикӑра иртекен мероприятисемпе паллаштарчӗ. Вӗсенчен пӗри – «Эп пурӑнатӑп! Я…

Ноя
1

Дмитрий Моисеев çамрăк çыравçăн пĕрремĕш кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ

Чăваш Республикин Наци библиотекинче юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Варкăш» литература клубĕн ларăвĕ тĕлĕнмелле çĕкленӳллĕ те хаваслă иртрĕ. Конференц-зала халăх лăк тулли пуçтарăнчĕ. «Ют пахчари хăмла çырли» илĕртрĕ мар-и писательсемпе журналистсене, редакторсемпе библиотекарьсене, артистсемпе юрăçсене. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче шăпах çакăн ятлă калав пуххи…

Окт
18

Владимир Кузьминӑн пултарулӑх каҫӗ

Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче чӑваш ҫыравҫин, журналисчӗн Владимир Кузьминӑн 85 ҫулне халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртет. Уява чӑваш писателӗсем, тӗпчевҫӗсем, ентешӗсем, вулакансем хутшӑнаҫҫӗ. Уява хутшӑнакансем ҫыравҫӑн пултарулӑх ҫул-йӗрне, хайлавӗсен хӑйне евӗрлӗхне  тишкерӗҫ. Владимир Порокопьевич Кузьмин ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Вӑрнар…

Сен
10

Чӑваш Енӗн ҫӗнӗ кӗнекисем: 2022 ҫул

Чӑваш Ен ҫинчен Ӑсталӑх Ҫутҫанталӑк тата ялхуҫалӑх Илемлӗ литература Истори. Этнографи. Археологи Культура. Ӑслӑлӑх. Ҫутӗҫ Чӗлхе. Литературоведени. Фольклор Экономика

Июл
22

Николай Тӗветкел ҫыравҫӑна халалласа

Чӑваш Республикин Наци библиотекинче утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче поэт, прозаик, драматург, критик, публицист, куҫаруҫӑ, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Николай Александрович Теветкел (Петровский) ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ литература каҫӗ иртрӗ. Фоторепортаж Мероприятие культурӑпа искусство деятелӗсем, ӑсчахсем, библиотека ӗҫченӗсемпе вулакансем, ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсем,…

Май
27

Лариса Петрова çамрăк поэтăн кĕнекин хăтлавĕ иртрĕ

Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн черетлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ, ларăва халăх йышлă пуçтарăнчĕ. Чăваш Республикин Профессиллĕ писательсен союзĕн пайташĕсем, Чăваш кĕнеке издательствин, «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем, артистсемпе çыравçăсем, журналистсемпе вĕрентекенсем тата библиотекарьсем пĕр шухăшлă пулса Лариса Петрова çамрăк сăвăçа…

Май
13

Юхма Мишшине халалланӑ кӑтартмӑшпа паллашрӗҫ

Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Юхма Михаил Николаевич» биобиблиографи кӑтартмӑшне пахаларӗҫ. Ҫӗнӗ кӗнеке уявне ҫыравҫӑсем, тӗпчевҫӗсем, культура ӗҫченӗсем, вӗрентекенсем, Юхма Мишши пултарулӑхӗпе кӑсӑкланакансем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Наци библиотекин ӗҫченӗсем хатӗрлесе кӑларнӑ сумлӑ кӑтартмӑш Юхма Мишши чӑваш халӑх писателӗн пурнӑҫӗпе пултарулӑхне пур енлӗн…

Май
6

Чи нумай вуланакан кӗнеке авторӗсене чысларӗҫ

Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пуҫарнипе ҫӗнтерӳҫӗсене чысласа «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» фестиваль-конкурс пӗтӗмлетӗвӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Наци библиотеки Чӑваш Республикин профессионал писательсен союзӗпе тата Чӑваш кӗнеке…

Апр
29

«Нарспие» чӑвашла вулатпӑр

Чӑваш Республикин Наци библиотеки 2022 ҫулхи ака уйӗхӗн 25-мӗшӗнче, чӑваш чӗлхи кунӗнче, «ˮНарспиеˮ вулатпӑр» проекта пуҫарчӗ. Унӑн тӗллевӗ – ҫынсене чӑваш литературин классикӗ Константин Иванов пултарулӑхӗпе паллаштарасси. Пултаруллӑ чӑваш поэчӗн 17 ҫулта ҫырнӑ «Нарспи» поэми – унӑн пултарулӑхӗн чи ҫулти тӳпи шутланать. «Ку…