Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекин ютуб каналĕнче «Ӗмӗр хушшинчи чӑваш литератури» çавра сӗтел иртрĕ. Калаçăва Юрий Артемьев филологи наукисен докторĕ, Екатерина Якимовăпа Елена Чекушкина филологи наукисен кандидачĕсем тата Борис Чиндыков ҫыравҫӑ, драматург хутшăнчĕç. Калаҫу питĕ кăсăклă пулчĕ, хутшăнакансен хӑш-пӗр шухӑшӗсем пӗр…