Written on Фев, 02, 2023
by admint
Кӑҫалхи ҫул та ыттисем пекех тӗрлӗ ҫавра ҫулсемпе, пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе пуян. Кӑрлач уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш ҫыравҫи, куҫаруҫи, драматургӗ Мария Ухсай ҫуралнӑранпа 115 ҫитнине халалланӑ «Ҫыратӑп эпӗ кӑранташпа мар, чӗремҫӗм татӑкӗпе…» литература каҫӗ иртрӗ. Тӑван литературӑпа культурӑна аталантарас ӗҫре…
Written on Окт, 16, 2019
by admint
Эпир пурте юратса вулакан «Салампи», «Алтăр çăлтăр», «Симĕс ылтăн», «Шурă çӳçлĕ хĕр», «Ан авăн, шĕшкĕ!», «Улма йывăç авăнать», «Хунавлах хăрнисем» тата ытти паха хайлавсем çырнă чăваш халăх писателĕ Александр Артемьев çуралнăранпа 95 çул çитрĕ. Чăваш халăхĕ юратакан произведенисем хайланă пысăк ăста çыравçă çуралнăранпа…
Written on Апр, 23, 2019
by admint
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗпе Чӑваш Республикин наци библиотеки 2019 ҫулхи ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗ С.В. Элкер ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалланӑ литература уявĕ ирттерчĕç. Тӗплӗнрех
Written on Фев, 22, 2019
by admint
Чӑваш Республикин наци библиотекинче нарӑс уйӑхӗн 19-мӗшӗнче паллӑ ҫыравҫӑн, поэтӑн, журналистӑн Василий Гаврилович Кервенӗн 70 ҫулхи юбилейне халалланӑ тата «Аслати чечекӗ» ҫӗнӗ кӗнеке тухнӑ ятпа литература каҫӗ иртрӗ. Фоторепортаж Василий Гавриловича саламлама тӑванӗсем, тус-юлташӗсем тата унӑн пултаруллӑхӗпе кӑсӑкланакансем пухӑнчӗҫ. Мероприяти Василий Кервен сӑвви…
Written on Окт, 03, 2018
by admint
Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче ҫыравҫӑн, журналистӑн Владимир Кузьминӑн литература каҫӗ иртет. Уява автор литературӑра ӗҫлеме пуҫланӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ. Унтах Владимир Прокопьевич ҫӗнетсе кӑларнӑ «Тымар» романӑн презентацийӗ иртӗ. Владимир Порокопьевич Кузьмин ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикинчи Вӑрнар районне кӗрекен…
Written on Окт, 27, 2017
by admint
Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче Кабарда-Балкар халӑх поэчӗ Кайсын Кулиев ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ литература каҫӗ иртрӗ. Кайсын Кулиева Чӑваш ҫӗрӗпе ҫыхӑнтараканни нумай: Аслӑ Аттелӗх вӑрҫинче ӑна, йывӑр аманнӑскерне, сипленме Шупашкар хулине илсе ҫитереҫҫӗ, кунта вӑл паха сӑвӑ-калавсем хайлать. Вӑрҫӑ…