Чăваш Республикин Наци библиотекинче юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Аркадий Русаков çыравçă тата публицист ҫырнӑ «Турхан сăмахĕ» кӗнеке хӑтлавӗ иртрĕ. Пултарулăх ăмăртăвĕнче мала тухнă «Турхан сăмахĕ» роман кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухрĕ. Кӗнеке уявне поэтсемпе прозаиксем, редакторсемпе журналистсем, çыравçăн тус-тăванĕпе библиотека ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ. Тӗплӗнрех
Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче паллӑ поэт, прозаик, драматург, тележурналист, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Марина Карягина «Ачаш ача» тата «Ҫӗн Кун ачи» кӗнекисемпе паллаштарӗ. Кӗнеке уявӗ тепӗр чаплӑ пулӑмпа та тӳр килет: юпа уйӑхӗн…
Поэзине юратакансем авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекин «Весь Ваш А.П.» илемлӗ куравӑн хӑтлӑ залне «Асрах асамӗ ҫав самантӑн…» кӗнекене пахалама пуҫтарӑнӗҫ. Ӑна вырӑссен аслӑ поэчӗ Александр Пушкин ҫуралнӑранпа кӑҫал 225 ҫул ҫитнине халалланӑ. Сборник Чӑваш кӗнеке издательствинче икӗ чӗлхепе вырӑсла тата…
Раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче савӑнӑҫлӑ та ӑшӑ лару-тӑрура Любовь Фёдоровӑн «Ӑшӑх вырӑн ҫук тинӗсре» кӗнекине пахаларӗҫ. Ҫӗнӗ кӑларӑмра сӑвӑсемсӗр пуҫне юптарусем, сӑвӑлла юмахсем, такмаксем кун ҫути курнӑ. Поэзи каҫне тӗпчевҫӗсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем, тӑванӗсем, ентешӗсем, юлташӗсем, библиотека ӗҫченӗсем тата И. Я.…
Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗн, юрӑҫӑн, композиторӑн, куҫаруҫӑн Светлана Асаматӑн 2022 ҫулта пичетленсе тухнӑ кӗнекисен хӑтлавӗ тӗлӗнмелле савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура иртрӗ. Уява культурӑпа искусство деятелӗсем, ӑсчахсем, вулакансем, ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсем, ентешӗсемпе юлташӗсем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ. Поэтӑн ача-пӑча тӗнчине сӑнлакан «Ҫурхи…
Чăваш енӗн паллӑ ҫыннисем
Чăваш кĕнеке издательствинче Петр Сидоровăн (Петĕр Лаштай) «Паллă çынсемпе пĕрле» кăларăмĕ кун çути курчĕ. «Паллă çынсемпе пĕрле» кĕнекери очерксемпе асаилӳсем Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн кун-çулĕнче тарăн йĕр хăварнă ентешсемпе паллаштараççĕ. Хайлавсене Петр Петрович тĕрлĕ çулсенче çырнă. Вĕсенчен чылайăшĕ хăй вăхăтĕнче республикăри тĕрлĕ…
Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче ӗҫлекен «Варкӑш» литература клубӗнче Юрий Сементерӗн «Мамай сӑртламӗ» поэмине сӳтсе яврӗҫ. Вӑл «Тӑван Атӑл» журналӑн 2019 ҫулхи 2-мӗш номерӗнче пичетленнӗччӗ. Хайлава чӑваш халӑх поэчӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ сӑвӑҫсене халалланӑ. Пӗринпе автор хӑй калаҫать…
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай вулакансене «Чӗрене юратма чараймастӑн» кӗнекипе паллаштарчӗ. Кӗнеке хӑтлавӗ республикӑри «Литературӑллӑ Чӑваш ен: ҫулталӑкри чи нумай вуланакан кӗнеке» фестиваль-конкурс тапхӑрӗнче иртекен пысӑк пӗлтерӗшлӗ те асра юлакан пулӑмсенчен пӗри пулса тӑчӗ. Уява ҫыравҫӑсем,…
Ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче чӑваш халӑх поэчӗ, куҫаруҫӑ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши, И.Я. Яковлев, Ф. Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ Валери Туркай «Чӗрене юратма чараймастӑн» сӑвӑсен пуххипе паллаштарӗ. Ҫӗнӗ кӗнекене авторӑн 2013-2018 ҫулсенче ҫырнӑ хайлавӗсем кӗнӗ. Уявра…
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ, куҫаруҫӑ Геннадий Федорович Юмарт ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш Республикин наци библиотекин ӗҫченӗсем унан пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ биобиблиографи указателӗ хатӗрлесе кӑларчӗҫ. Кӑларӑма авторӑн 1954 ҫултан пуҫласа 2018 ҫулхи ака…