Раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче паллӑ чӑваш поэчӗн Станислав Сатурӑн «Юхӑмра» кӗнекен хӑтлавӗ иртрӗ. Ҫӗнӗ кӗнекене автор халиччен кун ҫути курнӑ сӑввисемпе ҫӗнӗ хайлавӗсене пухса кӗртнӗ. Фоторепортаж Тин пиҫсе тухнӑ кӗнекене тивӗҫлӗ хак пама библиотекӑна хисеплӗ хӑнасем пухӑнчӗҫ: ӑсчахсем, тӗпчевҫӗсем, ҫыравҫӑсем,…
Апр
18
«Эп Улӑп йӑхӗнчен пил илнӗ…»
Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче паллӑ сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, драматург тата журналист Марина Карягина Чӑваш Республикин наци библиотекине литература тӗпелне йыхравлать. Хальхинче вӑл вулакансене тӳрех икӗ ҫӗнӗ кӗнекепе паллаштарӗ. Пултаруллӑ драматург ҫырнӑ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» сӑвӑлла трагедине 2010 ҫулта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ…