
Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче ӗҫлекен «Варкӑш» литература клубӗнче Юрий Сементерӗн «Мамай сӑртламӗ» поэмине сӳтсе яврӗҫ. Вӑл «Тӑван Атӑл» журналӑн 2019 ҫулхи 2-мӗш номерӗнче пичетленнӗччӗ. Хайлава чӑваш халӑх поэчӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ сӑвӑҫсене халалланӑ. Пӗринпе автор хӑй калаҫать…