Tag Archives

Archive of posts published in the category: Варкӑш
Мар
27

Варкăшçăсем «Асамлă ачалăх» кĕнекене пахаларĕç

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче «Варкăш» литература клубĕн хастарĕсем хăнăхнă йăлапа Чăваш Наци библиотекин хăтлă залне çĕнĕ кĕнеке уявне пуçтарăнчĕç. Поэтсемпе прозаиксем, драматургсемпе журналистсем, библиотекарьсемпе вĕрентекенсем «Асамлă ачалăх» коллективлă сборника пахаларĕç. Вăл Чăваш кĕнеке издательствинче 2024 çул вĕçĕнче пичетленсе тухрĕ. Ăна пухса хатĕрлекенĕ – тĕп…

Фев
27

«Варкăш» литература клубĕнче Олеся Михайловăн кĕнекине пахаларĕç

Нарăс уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн черетлĕ тĕлпулăвĕ иртрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Олеся Михайловăн «Пĕрремĕш çĕнтерӳ» кăларăмне пахаларĕç. Вăл 2024 çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнăччĕ. Вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕскерне тăхăр калав кĕнĕ. Хăтлава поэтсемпе прозаиксем, библиотекарьсемпе журналистсем, çамрăк…

Янв
29

«Варкӑш» литература клубӗн хăни – Дмитрий Моисеев çыравçă

Кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн кӑҫалхи пӗрремӗш ларӑвӗ иртрӗ. Видеорепортаж Унта Дмитрий Моисеевӑн «Хуҫасӑр ҫуртри сехет сасси» кӑларӑмне пахаларӑмӑр. Вӑл Чӑваш кӗнеке издательствинче 2024 ҫул вӗҫӗнче тухнӑччӗ. Наци вулавӑшне Дмитрий Андреевича саламлама поэтсемпе прозаиксем, журналистсемпе библиотекарьсем, вулакансем пуҫтарӑнчӗҫ. Тӗплӗнрех…

Янв
13

Дмитрий Моисеевӑн «Хуҫасӑр ҫуртри сехет сасси» кӗнекен презентацине йыхравлатпӑр

Кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче Дмитрий Моисеевӑн «Хуҫасӑр ҫуртри сехет сасси» кӗнеке презентацийӗ пулать. Ҫӗнӗ кӑларӑм – ҫыравҫӑн иккӗмӗш кӗнеки. Унччен 2022 ҫулта унӑн «Ют пахчари хӑмла ҫырли» калав пуххийӗ тухнӑччӗ. «Хуҫасӑр ҫуртри сехет сасси» те Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути…

Дек
26

Кăркка сăнарĕ тĕлĕнтернĕ, кил хуçине шеллес килнĕ

Раштавăн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци вулавăшĕнчи «Варкăш» литература клубĕнче кĕнеке тусĕсем Ольга Австрийскаян «Пĕррехинче кайăк-кĕшĕк картишĕнче…» çĕнĕ повесть-юмахне пахаларĕç. Кăларăм кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Хайлаври ĕç-пуç Аристарх кил-йышĕнче пулса иртет, унпа вулакансене Амам ятлă йытă паллаштарать. Пĕррехинче çулла Аристарх çемийпе…

Сен
27

«Варкăш» хăни – Елена Аксупи çыравçă

Авăн уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче çуллахи каникул хыççăн «Варкăш» литература клубĕ ĕçне малалла тăсрĕ. Хальхинче варкăшçăсем Елена Аксупин «Пилеш куççулĕ» кĕнекине сÿтсе яврĕç. Кăларăм кăçал Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă, унта калавсем кĕнĕ. Автор уява Чĕмпĕр хулинчен килсе çитрĕ. Елена…

Сен
17

Елена Аксупин «Пилеш куҫҫулӗ» кӗнекин хӑтлавне йыхравлатпӑр

Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» клубӑн хастарӗсем Елена Аксупин (Елена Геннадиевна Алексеевӑн) «Пилеш куҫҫулӗ» кӗнекине сӳтсе явма пуҫтарӑнӗҫ. «Пилеш куҫҫулӗ» хайлав пуххи Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Редакторӗ – Ольга Фёдорова, ӳнерҫи – Ирина Калентьева. Кӗнекене вунтӑватӑ калав кӗнӗ.…

Май
30

«Варкăш» литература клубĕнче «Чĕре тĕпĕнчи туйăм» кĕнекене пахаларĕç

Çуркунне пĕтĕм çут тĕнче вăранать, йывăç-курăк чĕрĕлет. Этем чĕринче тĕлĕрекен-тĕлкĕшекен ĕмĕт-шанăç та çĕнĕрен йăл илет. Хĕвел хĕртсе пăхнă, тавралла кайăксем чĕвĕлтетнĕ чухне тунсăхлă çӳреме йывăртарах, кирлĕ те мар. Çу уйăхĕнчи çакăн пек илемлĕ кунсенчен пĕринче «Варкăш» литература клубĕн хастарĕсем Чăваш Республикин Наци библиотекине…

Май
17

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» кӗнеке хӑтлавӗ

Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» кӗнеке хӑтлавӗ иртет. Асӑннӑ кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Коллективлӑ сборнике пухса хатӗрлекенӗ – Ольга Фёдорова, редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Светлана Бритвина. Унта сакӑр прозаикӑн калавӗсемпе повеҫӗ кӗнӗ. Вӗсен…

Апр
18

«Сцена ҫинче те – пурнӑҫ» кӗнеке хӑтлавӗ иртет

Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн хастарӗсем «Сцена ҫинче те – пурнӑҫ» кӗнеке хӑтлавне пуҫтарӑнӗҫ. Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Редакторӗ – Галина Антонова, хуплашкине ӳкерекенӗ – Дмитрий Литаврин. Пьесӑсен пуххине Арсений Тарасовӑн «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей», Николай…