Tag Archives

Archive of posts published in the category: Варкӑш
Май
16

«Варкӑшра» Юрий Сементерӗн «Мамай сӑртламӗ» поэмине тишкерчӗҫ

Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче ӗҫлекен «Варкӑш» литература клубӗнче Юрий Сементерӗн «Мамай сӑртламӗ» поэмине сӳтсе яврӗҫ. Вӑл «Тӑван Атӑл» журналӑн 2019 ҫулхи 2-мӗш номерӗнче пичетленнӗччӗ. Хайлава чӑваш халӑх поэчӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ сӑвӑҫсене халалланӑ. Пӗринпе автор хӑй калаҫать…

Апр
30

Юрий Сементерӗн хайлавне тишкерӗҫ

Ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ иртет. Ҫитес тӗл пулӑва Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ. Вуласа килмелли хайлав:  Юрий Сементер «Мамай сӑртламӗ: сӑвӑ ярӑмӗ». Ку хайлавра чӑваш халӑх поэчӗ Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ хамӑр сӑвӑҫсен сӑнарӗсене пӗр ҫӗре…

Апр
5

«Варкӑшра» Микул Ишимбайӑн кӗнекине тишкерӗҫ

Мӗн-ши вӑл Тӑрачул? Меселпуҫӗнчи шкул музейӗнче (Пушкӑрт республики) хӗрарӑмӑн чул кӳлепи пур. Пирӗн эрӑчченхи пиллӗкмӗш ӗмӗртех ӑсталанӑ-мӗн ӑна. Ҫав кӳлепе пирки илемлӗ легенда упранать халӑхра… Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче «Варкӑш» литература клубӗнче Микул Ишимбайӑн «Тӑрачул» кӗнекине сӳтсе явма палӑртнӑ. Кӗнеке 2017 ҫулта Чӑваш кӗнеке…

Мар
27

Литература клубӗнче Улькка Эльмен ҫыравҫӑн кӗнекине тишкерчӗҫ

Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче ĕçлекен «Варкăш» литература клубĕ чăваш кĕнекине юратакансене пуçтарчĕ. Пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче ĕçлекен «Варкăш» литература клубĕ чăваш кĕнекине юратакансене пуçтарчĕ. Хальхинче Улькка Эльмен паллă çыравçăн «Сарă кĕпе» кăларăмне тишкерсе тухрĕç. Тĕлпулӑва хайлав авторӗ…

Янв
25

«Варкӑш» вулама сӗнет!

Чӑваш Республикин наци библиотекинче кӑрлач уйӑхӗн 22-мӗшӗнче «Варкӑш» литература клубӗн ларӑвӗ иртрӗ. Хальхинче вулакансем паллӑ журналист тата ҫыравҫӑ Валентин Константиновӑн «Тупа» кӗнекине тишкерсе тухрӗҫ. Вӑл 2018 ҫулта Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. Унта пурӗ тӑватӑ хайлав кӗнӗ. Мӗнле шухӑш-туйӑм ҫуратрӗ-ха кӗнеке? Светлана…

Ноя
28

«Варкӑш» хӑни – Римма Прокопьева

Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн кӗрекине хӑнасем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Хальхи тӗлпулура тӑван литературӑна юратакансем Римма Прокопьева ҫыравҫӑ тата журналистӑн «Сар хӗвел хӗрелсен» кӗнекине тишкерсе тухрӗҫ.   Чи малтан сӑмах автор хӑй илчӗ, ҫак документаллӑ повесть хӑҫан тата мӗнле…

Ноя
21

«Варкӑш» литература клубӗ йыхравлать

Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртет. Клуб ларӑвӗсем ирӗклӗ калаҫу формипе иртеҫҫӗ, хутшӑнакансем суйласа илнӗ кӗнекесене сӳтсе яваҫҫӗ, шухӑш-кӑмӑлне пӗлтереҫҫӗ, ҫыравҫӑсен пултарулӑхне тишкереҫҫӗ, хӑйсен хайлавӗсемпе паллаштараҫҫӗ. Ҫитес тӗл пулура «Варкӑша» ҫӳрекенсем Римма Прокопьева ҫыравҫӑн «Сар хӗвел…

Апр
27

«Варкӑш» хӑни – Ольга Австрийская

Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче «Варкӑш» литература клубне ҫӳрекенсем ҫӗнӗ ларӑва пухӑнчӗҫ. Ҫавра сӗтел хушшинче чӑвашла вулама юратакансем Ольга Австрийская ҫамрӑк ҫыравҫӑн «Чӑлах пуканесем» кӗнекине кӗнӗ калавсене тишкерсе тухрӗҫ. Ольга Австрийская (Иванова) ҫырас ӑсталӑхне шкулта чухнех туптама пуҫланӑ. Ҫураласса пултаруллӑ калем ӑсти Вăрнар районĕнчи Пăртас…

Мар
26

«Хӗрлӗ мӑкӑнь» шухӑшлаттарчӗ

Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Вулама юратакансем уйӑхра пӗрре пухӑнса пӗр-пӗр авторӑн кӗнекине сӳтсе явасси, шухӑш-кӑмӑлӗсене пӗлтересси ырӑ йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Клуба ҫӳрекенсем пӗр-пӗринпе лайӑх паллашса-туслашса ҫитрӗҫ, калаҫусем хӗрӳллӗрех те кӑсӑклӑрах иртеҫҫӗ, хускатакан ыйтусем –…

Фев
21

«Варкӑш» кӗрекинче Арсений Тарасов

Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Варкӑш» литература клубне ҫӳрекенсем ҫӗнӗ тӗлпулу ирттерчӗҫ. Клуб йышӗ ларуран ларӑва ӳссех пырать, уйрӑмах ҫамрӑксем – пулас вӗрентекенсем, журналистсем, тӗпчевҫӗсем, ҫыравҫӑсем, вулама юратакансем – хастар хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ, кашни тӗл пулу валли тӗплӗн хатӗрленсе килеҫҫӗ. Хальхинче кӗреке хӑни паллӑ драматург, ҫыравҫӑ,…