Tag Archives

Archive of posts published in the category: Варкӑш
Апр
27

«Варкӑш» хӑни – Ольга Австрийская

Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче «Варкӑш» литература клубне ҫӳрекенсем ҫӗнӗ ларӑва пухӑнчӗҫ. Ҫавра сӗтел хушшинче чӑвашла вулама юратакансем Ольга Австрийская ҫамрӑк ҫыравҫӑн «Чӑлах пуканесем» кӗнекине кӗнӗ калавсене тишкерсе тухрӗҫ. Ольга Австрийская (Иванова) ҫырас ӑсталӑхне шкулта чухнех туптама пуҫланӑ. Ҫураласса пултаруллӑ калем ӑсти Вăрнар районĕнчи Пăртас…

Мар
26

«Хӗрлӗ мӑкӑнь» шухӑшлаттарчӗ

Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубӗн черетлӗ ларӑвӗ иртрӗ. Вулама юратакансем уйӑхра пӗрре пухӑнса пӗр-пӗр авторӑн кӗнекине сӳтсе явасси, шухӑш-кӑмӑлӗсене пӗлтересси ырӑ йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Клуба ҫӳрекенсем пӗр-пӗринпе лайӑх паллашса-туслашса ҫитрӗҫ, калаҫусем хӗрӳллӗрех те кӑсӑклӑрах иртеҫҫӗ, хускатакан ыйтусем –…

Фев
21

«Варкӑш» кӗрекинче Арсений Тарасов

Нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче «Варкӑш» литература клубне ҫӳрекенсем ҫӗнӗ тӗлпулу ирттерчӗҫ. Клуб йышӗ ларуран ларӑва ӳссех пырать, уйрӑмах ҫамрӑксем – пулас вӗрентекенсем, журналистсем, тӗпчевҫӗсем, ҫыравҫӑсем, вулама юратакансем – хастар хутшӑнма тӑрӑшаҫҫӗ, кашни тӗл пулу валли тӗплӗн хатӗрленсе килеҫҫӗ. Хальхинче кӗреке хӑни паллӑ драматург, ҫыравҫӑ,…

Янв
26

Василий Эктелӗн «Лили» повеҫне тишкерчӗҫ

Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци библиотекинче «Варкӑш» литература клубне ҫӳрекенсем кӑҫалхи пӗрремӗш ларӑва пухӑнчӗҫ. «Варкӑш» майӗпен вӑй илсе пыни куҫкӗретех: хальхинче тӗлпулура ҫӗнӗ ҫынсем нумай пулни савӑнтарчӗ. Хӑнасемпе паллашнӑ хыҫҫӑн пайташсем иртнӗ ларура вулама палӑртнӑ Василий Эктелӗн «Лили» кӗнекине шӗкӗлчеме пикӗнчӗҫ. Хӑй…