Паллӑ кунсен календарӗ «Календарь года = Ҫулталӑк кӗнеки»
Электронлӑ базӑра тӑван ен историне, унӑн политикипе хуҫалӑх тата культура пурнӑҫне уҫса пама пултаракан тата ытти пӗлтерӗшлӗ пулӑмсемпе ҫыхӑннӑ паллӑ та асӑмлӑ датӑсем вырӑн тупнӑ. Кунта уйрӑм предприяти, учреждени, организаци тата чӑваш литературине, культурине, искусствине, наукӑпа техникине аталантарас ӗҫре тава тивӗҫлӗ ӗҫсем тунӑ ҫынсем ҫинчен справкӑсем пур. Кашни событи е паллӑ ҫын ҫинчен ҫырнӑ литература списокне панӑ. Паянхи куна ҫак электронлӑ базӑра пилӗк пине яхӑн справка. Электронлӑ базӑ патне кӑтарту
|