26 | 12 | 2024

Обзор журнала "Таван Атал" №2 2011 г. (Приложение - журнал Сунтал)

Ырă кун, хисеплĕ вулакансем! Сире валли - Чăваш Республикинче кашни уйăхрах тухса тăракан "Тăван Атăл" журналăн кăçалхи çулăн черетлĕ иккĕмĕш номерĕ.

Кăларăм Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министерстви пулăшнипе тухса тăрать.

Номерăн тĕп рубрикисем: "Проза", "Поэзи", "Тĕпчев", "Аса илÿ", "Эссе".

Журналăн малтанхи страницинче Валерий Муравьевăн "Вулакан кăмăлĕ – çыравçă тивĕçĕ" ятлă статйипе паллашма пулать.

"Проза" пайра Роман Чепуновăн "Пурнăç пуçланать кăна" повеçĕ пичетленнĕ. Хайлавра паянхи пурнăçра тĕл пулакан çивĕч ыйтусене хускатнă: юрату, çынлăх, чап, мул, пуринчен те малта пырасси.

Эртиванпа Альбина хăйсен пулас мăшăрлă пурнăçне куç кĕски çинчи пек кураççĕ. Эртиван шофера вĕренсе тухать те машинăпа ĕçлеме пуçлать. Альбина вара медсестрара вăй хурать. Вĕсен виçĕ ача çуралать: икĕ ывăл та пĕр хĕр пĕрчи. Анчах та кĕтмен çĕртен кирпĕч заводĕнче пулса иртнĕ авари вĕсен çутă ĕмĕтне татать.

Çыравçă хайлаври сăнарсен шалти кăмăл-туйăмне курăмлă майпа, ĕнентерÿллĕн кăтартса парать, çавăнпа та повесть вулакан чунне çывăх пулса тăрать.

Асăннă хайлав пире яланах тÿсĕмлĕ пулма, пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентет.

Геройсен шăпи мĕнле вĕçленнине вулакансем хайлава вуласа пĕлме пултараççĕ.

"Поэзи" пайра вулакансем Александр Ильин çырнă "Урăхла пурăнма эп пĕлместĕп" сăвă ярăмĕпе паллашма пултараççĕ. Кунта автор иртнĕ кун-çул, пурнăç, çут тĕнче пирки шухăшлать.

Çавăн пекех кăларăмра Арсений Тарасовăн "Тăван ялăм, хваттер яр!" калавĕ пичетленсе тухрĕ. Автор хайлавра Макçăм мучи сăнарĕ урлă ял пурнăçне сăнласа кăтартать. Çамрăк чухне ялтан хулана тухса кайнă, халĕ пенси çине тухнă Александр Кузьмич хăй виличчен "ялти çăтмахра" пурăнса юласшăн. Çак тĕллевпе вăл хулари виçĕ пÿлĕмлĕ хваттерне сутса яла пурăнма куçса килет. "Ял анне пек вăл, анне вырăнĕнче. Ÿстерет пире, çитĕнтерет, пурнăçа юрăхлă пулччăр тесе çитĕнтерет. Эпир ăна пăрахса тухса каятпăр, ватлăхра тин аса илетпĕр вăл пуррине", - тесе калать автор калавра. Чăнах та, юлашки çулсенче ялсем пĕтес хăрушлăх самаях палăрма пуçларĕ.

Журналта пичетленнĕ тепĕр хайлав - Улькка Эльменĕн "Хăрнă вĕрене" калавĕ. Автор хайлавра юрату, чыс, хисеп, мораль темисене хускатать.

Тин çеç вăтам шкул вĕренсе пĕтернĕ Наташа, юрату серепине çакланнăскер, йывăр çын пулать. Костя çакна пĕлсен хĕре пăрахса каять. Пĕчченех тÿсет Наташа асапне. Мĕншĕн хайлава çакăн пек ят панине вулакансем калава вуласа тухсан пĕлме пултараççĕ. Калава вулама çăмăл, кăсăклă.

"Тĕпчев" рубрикăра Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ Ирина Софроновăн "Пĕчĕккисене – пысăк литература" статйи вулакансемшĕн кăсăклă пулмалла. Унта паянхи ача-пăча литературин çитĕнĕвĕсем пирки каланă. Малтан аслисем валли çырнă авторсем кĕçĕн çулти ачасем валли илемлĕ хайлавсем çырма пуçланине, кĕнеке издательстви ачасем валли вырăсла сăвă кĕнекисем кăларса тăнине, ача-пăча прози те тивĕçлĕ шайра аталанса пынине палăртать автор. Çавăн пекех çитменлĕхсем пуррине те асăннă, ку вăл - ача-пăча драматургийĕ хавшани.

Ача-пăча литературипе кăсăкланакансем çак жанрта мĕнле çыравçăсем ĕçленине пĕлес тесен статьяна вуласа тухсан пĕлме пулараççĕ.

Малалла кăларăмра Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа çырнă Анатолий Юманăн "Тăванлăх вăрттăнлăхĕ" ятлă аса-илĕвĕ вырнаçнă. Кунта автор Ухсай Яккăвĕпе туслă пулнине, вăл тĕлĕнмелле ырă çын пулнине палăртать.

Çакăнтах "Ухсай Яккăвне асăнса" реквием пичетленнĕ.

"Эссе" рубрикăра Петр Михайловăн "Юлашки каç" ятлă философилле хайлавĕ вырăн йышăнчĕ. Хайлава вуласа тухсан ирĕксĕрех пурнăçпа вилĕм, чун çинчен шухăшлатăн. Автор амăшне юлашки çула ăсатас умĕнхи каç хăйĕн чи çывăх çыннипе пурăнса ирттернĕ кунсене аса илет. Амăшĕ сывă чухне унпа пĕрле пулайманшăн пăшăрханать, унран каçару ыйтать.

Юрра кăмаллакансем "Уйăхлă каç романсĕ" ятлă çĕн юрăпа паллашма пултараççĕ.

Яланхи пекех кăларăмăн иккĕмĕш çурпайне – "Сунтал" журнал йышăнать. Кăларăмра "Автограф", "Çемье вулавĕ", "Куçару", "Аслă çул айккинче", "Ĕмĕр сакки", "Чăваш тавра шухăш вĕçрĕ", "Чăваш календарĕ" тата ытти ярăмсем вырнаçнă.

Журнала уçсассăнах Чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементерĕн автографне курма пулать. "Хырлă Вар çăл куçĕ" статйинче поэт хăйĕн сăвăсем çырас ăсталăхĕ хăçан тата мĕнле пуçланнине çырса кăтартать. Вулакансем Юрий Сементерĕн "Чăрăш" ятлă пĕрремĕш сăввипе паллашма пултараççĕ. Автор ăна улттăмĕш класра вĕреннĕ чухне çырнă.

Çакăнтах поэтăн çĕнĕ сăввисемпе те паллашма май пур. Вăл ку сăвăсене уйрăм авторсене халалласа çырнă: Петĕр Хусанкая, Геннадий Волкова, Юрий Батракова тата ыттисене те.

Алă ăстисем "Тĕрĕ пултăр парне" ярăмра илемлĕ ÿкерчĕк асăрхĕç. Вăл сирĕн коллекци çумне хутшăнсан аван пулĕ.

"Ял илемĕ – капăр çурт" ярăмра вара капăр та мăнаçлă çуртăн проектне кăтартнă.

 

"Çемье вулавĕ" ярăмра Геннадий Кабаковăн "Ултавçăпа хăмлаçă" калавĕ пичетленнĕ. Калавра пире автор хальхи пурнăçра питĕ тимлĕ пулмаллине, пур çук çынна шанмалла маррине асăрхаттарса калать.

 

"Сунтал" журналта вырăс литературине кăмăллакансем валли Василий Шукшинăн "Пурăнас килет" калавăн чăвашла куçарăвĕ пичетленнĕ. Ăна вырăсларан Валерий Питрав куçарнă.

"Аслă çул айккинче" ярăмра Николай Ишентейĕн "Ял тĕрленчĕкĕсем" ятлă хайлавĕ вырнаçнă. Вăл кĕске калавсенчен тăрать. "Пĕчĕк ял хĕресĕ"калавра истори темине хускатнă. Автора ялсем пĕтсе пыни пăшăрхантарать. Çакна хирĕç мĕнле те пулин кĕрешмелле тет.

"Мăйран чул çакнă йытă çури" калавра та автор ялта кашни кун тĕл пулакан ĕçкĕ проблемине хускатать. Тĕрленчĕкре тĕл пулакан мăйран чул çакнă йытă çури сăнарĕ ĕçке ярăннă çынăн пурнăçне урăх çулпа чуптарнине куратпăр.

"Ĕмĕр сакки" ярăмра Анатолий Тимофеев-Сăрнай "Кун кĕнекинчен" хайлавра хăйĕн ачалăхĕн хăш-пĕр саманчĕсемпе паллаштарать, ашшĕпе амăшĕ çинчен ăшă кăмăлпа асăнать, журналист профессине мĕнле майпа алла илнине çырса кăтартать.

Кăларăмра наукăри тĕпчев ĕçĕсемпе кăсăкланакансемшĕн педагогика ăслăлăхĕсен кандидачĕ Михаил Волковăн "Хĕл мĕншĕн "ларать"" ятлă тĕпчев ĕçĕ интереслĕ пулмалла.

Вулакансене Леонид Маяксем хатĕрленĕ хальхи пурнăçран илнĕ шÿтлĕ самантсем те кăсăклă пулĕç. Вĕсене анекдот майлăрах йĕркеленĕ.

"Чăваш календарĕ" ярăмра "Ÿнер патриархĕ çуралнăранпа 120 çул çитнĕ май" статйинче вулакансем Никита Кузьмич Сверчковăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен вуласа пĕлме пултараççĕ.

Никита Кузьмич Сверчков – чăваш ÿнер тĕнчине йĕркелесе яракансенчен пĕри пулнă. Чăваш ÿнерĕн Патриархĕ. Тăван халăхне вăл 566(?) ĕç парнелесе хăварнă. Унăн чи паллăрах картинĕсем çинчен пĕлес тесен çак статьяна вуласа пăхма сĕнетпĕр. Çавăн пекех журналăн хуплашки çинче ÿнер ăстин чи паллă картинисене курма пулать.

Эпир асăннă хайлавсене эсир хапăлласа йышăнасса, вĕсенче чуна хумхантаракан чылай ыйту çине хурав тупма пултарасса шанатпăр.

 

"Тăван Атăлпа" "Сунтал" журналсенче пичетленнĕ статьясем культурăпа çутĕç ĕçченĕсемшĕн, тĕпчевçĕсемшĕн, тăван йăла-йĕркепе кăсăкланакан вулакансемшĕн та усăллă пулĕç.

 

Журналпа "Чăваш кĕнеке" центрăн библиотекарĕ Любовь Матюкова паллаштарнă.