26 | 12 | 2024

Обзор журнала "Таван Атал" №5 2011 г. (Приложение - журнал Сунтал)

Хисеплĕ вулакансем!

Сире Чăваш Республикинче кашни уйăхрах тухса тăракан "Тăван Атăл" журналăн кăçалхи 5-мĕш номерĕпе паллашма сĕнетпĕр.


Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 66 çул çитрĕ. Çак паллă уява халалласа кăларăм Филимон Иванов çырнă "Аслă Çĕнтерÿ 66 çул" ятлă сăвăпа пуçланать. "Астăвăм" ярăмра вара Юлия Силэм "Эпир ун чух вунсаккăрта кăначчĕ" статйинче Филимон Иванов ветеранăн шăпи çинчен çырса кăтартать.

Çакăнтах Валериан Прокопьевăн "Эп хураллăп Тăван çĕршыва…" ятлă статйи те пичетленнĕ. Автор кунта Александр Пермяк поэтăн фронтран янă çырăвĕсемпе тата сăввисемпе паллаштарать.

Сергей Павлов-Вэскерăн хайлавĕсене кăмăллакансем кăларăмра çыравçăн "Тĕтре" ятлă çĕнĕ романăн пĕрремĕш кĕнекипе паллашма пултараççĕ. Сĕлкĕш тапхăр тĕкĕрĕ… Çапла хаклаççĕ тĕпчевçĕсем пĕтĕмлетсе Сергей Павлов-Вэскер пултарулăхне. Ăнсăртран мар ку. Раççей историйĕнчи юлашки чĕрĕк ĕмĕрĕн тертлĕ саманине тĕплĕн сăнать автор "Сĕлкĕш", "Тан таппи", "Авăр", "Сарă хăмăш, сар хăях" романсенче, юлашки вăхăтра çырнă калавĕсенче. Унăн çĕнĕ романĕ те çак ярăмах тăсать. Çыравçа темрен ытла этем чунĕ сĕлкĕшленни шухăшлаттарать.

Çак ярăмрах иртнĕ номерте пичетленнĕ Анатолий Хмыт çырнă "Леш тĕнчерен" романăн малалли пайне вулама пулать. Автор хайлав вĕçĕнче пĕрремĕш кĕнеке вĕçĕ тесе палăртнă, малалли пайĕ пичетленсе тухасса шанатпăр.

"Поэзи" ярăмра Валентин Смирнов çырнă "Хусанкай чĕри" сăвăпа паллашма май пур. Ăна чăвашла Юрий Сементер куçарнă.

Çак номерти тепĕр ярăм "Тĕпчевçĕ сăнавĕсенчен". Кунта Александр Зиминăн "Пултарулăх вăрттăнлăхĕсем" ятлă статйипе паллашма май пур. Статьяра автор çакăн пек ыйтусем хускатать: мĕн вăл пултарулăх? Мĕнле пĕр евĕрлĕхсем пур-ши тĕпчевçĕпе сăвăç хушшинче? Çак ыйтусен хуравне статьяна вуласа тухсан пĕлме пулать.

Журналăн иккĕмĕш çурпайне "Сунтал" журнал йышăнать. Унăн хуплашкин иккĕмĕш страницинче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Валентина Акальская сăн ÿкерчĕкне тата автографне вырнаçтарнă. Кăларăмра артистка мĕнле майпа Чăваш çамрăкĕсен театрĕнче ĕçлеме тÿр килни çинчен каласа парать. "Çĕнĕрен пурнăç пуçлас пулсан çак ĕçех суйласа илнĕ пулăттăм", - тесе çирĕплетет хăйĕн шухăшĕсене Валентина Акальская артистка.

"Çемье вулавĕ" ярăмра Роза Деменцова çырнă "Вăрçă ахрăмĕ, е Таврăннă парне" калавпа паллашма май пур. Кĕскен çыравçăн пултарулăхĕ çинчен аса илтерер-ха. Роза Деменцова (Лукина) Чăваш Республикинчи Красноармейски районĕнчи Тусай ялĕнче 1961 çулта çуралнă. Упири вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетне кĕнĕ. Аслă шкул хыççăн Красноармейски районĕн "Ял пурнăçĕ", Шупашкарти нумай тиражлă "Механизатор" хаçатсен редакцийĕнче, 19 çул Чăваш патшалăх телевиденийĕпе радиовещани компанийĕнче ĕçленĕ. Халĕ – Чăваш Ен наци радиовĕн аслă редакторĕ. Унăн ĕçĕсем хаçат-журналсенче тăтăшах пичетленеççĕ.

Калаври тĕп герой – Петĕр мучи. Вăл кĕреке пуçтарса хăйĕн 85 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çав вăхăтра мучи тăнне çухатать. Пурнăçпа вилĕм кĕрешнĕ вăхăтра Петĕр мучин асапланакан чунĕ вăхăт чиккине сирсе ярса пурнăçри чи хăрушă та тискер тапхăра çитсе ÿкет. Унăн куçĕ умне хăй вăрçăра тыткăнра пулнă самантсем тухма пуçлаççĕ. Ĕç-пуç мĕнле вĕçленнине калава вуласа тухсан пĕлме пултаратăр.

Кăларăмри "Ĕмĕр сакки сарлака" ярăмра Шупашкар хулинче пурăнакан ĕçчен, маттур чăваш хĕрарăмĕпе Анна Федотовна Прокопьевăпа "Пирĕн кашнийĕн пĕр-пĕриншĕн ырă та сăваплă ĕçсем ытларах тума тăрăшмалла…" ятлă статьяпа паллашма май пур. Анна Федотовна Прокопьева мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех Сывлăха сыхлас ĕç министерствин тытăмĕнчи Аптека управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ пулса тăрашнă, ĕçри çитĕнÿсемшĕн "Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята, чылай хисеп хутне тивĕçнĕ. Унпа пире Лидия Давыдова паллаштарать. Статья сăн ÿкерчĕксемпе пуян.

"Хунав" ярăмра вара Ольга Васильева çырнă "Ĕненетĕп, шанатăп, кĕтетĕп…" калавĕ вырнаçнă. Ольга Леонидовна Васильева (Федорова) Канаш районĕнчи Мăкăр ялĕнче 1981 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкулта, 1994-1998 çулсенче Г. С. Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕнче вĕреннĕ. Шăпах лицейра чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Г. Л. Никифоров, Чăваш халăх çыравçи Г. В. Краснов хавхалантарнипе пĕрремĕш хайлавсем çырма пуçланă. Хальхи вăхăтра Ольга Васильева Чăваш кĕнеке издательствинче ача-пăча литературин редакторĕ пулса ĕçлет. Çĕнĕ калавĕнче автор чăваш литературинче чи анлă сарăлнă юрату темине хускатать.

Журналăн "Кун-çул тÿпи" ярăмĕнче паллă чăваш çыравçи, прозаикĕ, СССР писательсен Союзĕн членĕ, Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Андреевна Андреевна-Элпи çинчен "Эпĕ 100 çул тултарсан мана Валери Туркай Шупашкар урамĕсемпе тăрантас кÿлнĕ лашапа ярăнтарасса кĕтетĕп…" статьяра вуласа пĕлме пулать. Вуннăмĕш теçеткере пырать пулин те çыравçă илемлĕ хайлавсем çырма пăрахмасть. Акă хальхи кăларăмра та Валентина Элпин "Ленук" ятлă çĕнĕ калавĕ пичетленсе тухрĕ.

"Асрах эсир, асăмăртах…" ярăмра Лидия Филиппова çырнă "Çут тĕнчере кашни хăйне май илемлĕ…" статьяра Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Николай Максимовăн хăйне евĕрлĕ ĕçĕ çинчен çырнă материалпа паллашма пулать. Вăл Чăваш патшалăх академии драма тата музыка театрĕсенче пыракан 100 ытла спектакль валли декорацисемпе костюмсем хатĕрленĕ. Художник çинчен тĕплĕнрех статьяна вуласа тухсан пĕлме пулать.

"Чăваш тавра шухăш вĕçрĕ" ярăмра Омск чăвашĕсен "Юлташ" наци культура автономийĕн ертÿçи Григорий Федоров çырнă "Мошканка–Машканка – Çĕпĕрти чăваш ялĕ" статьи те вулакансене кăсăклă пулĕ. Кунта Мошканка ялĕн историне çырса кăтартнă. Автора Çĕпĕрти чăваш ялĕ пĕтсе пыни, унта пурăнмалли условисем япăххи пирки пăшăрхантарать.

Тăван литература аталанăвĕ чарăнса ан лартăр тесен паянхи çыравçăсен çамрăк ăрăва пулăшса, ăс парса пымалла. Елена Нарпи çыравçă "Кĕçĕн алăк" ярăмра Анастасия Владимирова çамрăк çыравçăпа паллаштарать. Кунта çамрăк çыравçăн "Эпĕ сирĕн çумăртах…" калавĕ пичетленнĕ.

Çавăн пекех журналта Николай Ишентейĕн кĕске шÿчĕсемпе те паллашма май пур.

"Чăваш юрри – чĕре сурри" ярăмра Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки çинчен "Лариса Васильева юрăç çырла çулне çитрĕ…" статья вырăн тупнă. Унăн репертуарĕнчи "Эс ялан 18 çулта" юррă пичетленĕ.

"Тăван Атăлпа" "Сунтал" журналсенче пичетленнĕ статьясем культурăпа çутĕç ĕçченĕсемшĕн, тĕпчевçĕсемшĕн, тăван йăла-йĕркепе кăсăкланакансемшĕн усăллă пуласса шанатпăр. Çак журналпа Чăваш республикин Наци библиотекинче паллашма пулать.

 

Журналпа "Чăваш кĕнеке" центрăн библиотекарĕ Любовь Матюкова паллаштарнă.