Обзор журнала "Таван Атал" №6 2011 г. (Приложение - журнал Сунтал)
Хисеплĕ вулакансем!
Сире Чăваш Республикинче кашни уйăхрах тухса тăракан "Тăван Атăл" журналăн кăçалхи 6-мĕш номерĕпе паллашма сĕнетпĕр.
Кашни çулах Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ 2000 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче йышăннă "Чăваш Республикин патшалăх уявĕ çинчен" саккунĕн 1-мĕш статйипе килĕшÿллĕн çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин кунне ирттеретпĕр. Çак паллă уява халалланă кăларăмра Лидия Филипповăн "Чăваш Енĕм" сăвви пичетленнĕ.
Аса илтеретпĕр, иртнĕ номерте Сергей Павлов-Вэскерăн "Тĕтре" ятлă çĕнĕ романĕ пичетленнĕччĕ. Кăларăмăн "Проза" ярăмĕнче вара çак хайлавăн малалли пайĕсемпе паллашма май пур.
Çакăнтах Арсений Тарасовăн "Парнеле мана Париж" калавĕ пичетленнĕ. Автор хайлавра юрату темине хускатать.
Арсений Алексеевич Тарасов Патăрьел тăрăхĕнчи Пăлакасси ялĕнче çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче çуралнă. Паллă журналист, чылай телепроектпа фильм авторĕ, драматург. Унăн "Инçет телей çути" пьесине Чăваш академи драма театрĕнче спектакль лартнă пултару ушкăнĕ РФ патшалăх премине тивĕçнĕ. А. Тарасов – Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ. Çеçпĕл Мишши, Çемен Элкер, Иван Яковлев ячĕллĕ премисен лауреачĕ… (С.73).
Ярăмра тата Анатолий Юманăн тĕрленчĕкĕсем те пичетленнĕ. Çыравçă кунта хăйĕн пурнăçĕнчен илнĕ тĕрлĕ самантсене çырса кăтартать.
"Поэзи" ярăмра Николай Ишентейĕн "Утмăл минутлăх чăнлăх" поэмипе паллашма пулать. Çыравçă хайлава халăх поэми тесе палăртать. Поэмăра автор хальхи самана мĕнлерех улшăнса пынине сăнлать.
Кăçал чăваш халăх поэчĕ Н. И. Полоруссов-Шелепи çуралнăранпа 130 çул çитрĕ. Çакна май "Юбилей" ярăмра Виктор Симаков тавра пĕлÿçĕн поэт çинчен çырнă "Ăна кунта манмаççĕ" ятлă аса-илÿ вырнаçнă. Автор кунта И. Н. Полоруссов-Шелепин йăхĕ çинчен çырса кăтартать. Çакăнтах Л. Ригелĕн К. В. Иванов ячĕллĕ Литература музейĕнче чăваш халăх поэтне халалланă "Эх, сăввăмсем – савнă юлташсем" ятлă курав уçăлни çинчен репортаж пичетленнĕ. Ярăмра Николай Полоруссов-Шелепин "Пÿлерти валем хуçа çинчен" хайлавне вулама май пур.
Çак уйăхра тата тутар халăхĕн паллă сăвăçи Габдулла Тукай çуралнăранпа 125 çул çитрĕ. Кăларăмра пичетленнĕ "Габдулла Тукай тата чăваш литератури" ятлă тĕпчев материалĕ вулакансемшĕн кăсăклă пулмалла. Ăна пухса хатĕрлекенĕ Роман Чепунов çыравçă-тĕпчевçĕ. Автор кунта Габдулла Тукайпа чăваш поэчĕсен М. Федоровăн, Тайăр Тимккин, К. Ивановăн пултарулăхĕнчи пĕрпеклĕхсене тишкернĕ.
Ярăмра Габдулла Тукайăн "Пĕлÿ пахчинче" ятлă хайлавĕ те пичетленнĕ, ăна чăвашла Валери Туркай куçарнă.
Геннадий Максимовăн "Тусан айĕнчи чăнлăх" калавĕ журналăн 4-мĕш кăларăмĕнче пичетленнĕччĕ. "Шухăш" ятлă ярăмра çак калава вулакансем мĕнле хак панине вуласа пĕлме пулать.
Çак номертех Чăваш Республикин Культура министерствипе Шупашкар хула администрацийĕ "Ухсай Якковне халалласа - палăк" конкурс ирттерни çинчен пĕлтерÿ пичетленнĕ.
Яланхи пекех кăларăмăн иккĕмĕш çурпайне "Сунтал" журнал йышăнать. Унăн хуплашкин иккĕмĕш страницинче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Александр Степанов-Пăртта сăн ÿкерчĕкне тата автографне курма пулать. "Театр – асамлăх тĕнчи" ятлă статьяра вара артиста кăмăллакансем унăн кун-çулĕпе паллашма пултараççĕ.
"Акатуй - 2011" ярăмра Лидия Давыдова хăйĕн "Çĕклен, Чăваш тĕнчи, хăватлан" статйинче çĕртме уйăхĕн 1-4-мĕшĕсенче Ульяновск хулинче Чăваш Республикин Культура кунĕсем тата Раççей Акатуйĕ мĕнлерех иртни çинчен çырса кăтартнă.
Кăларăмăн "Чăваш шăпи" ярăмĕнче истори наукисен докторĕ, академик Василий Димитриевăн "Хăш тымартан эпир, чăвашсем?" статйи тĕпчев ĕçĕ çыракансемшĕн кăсăклă пулмалла. Камсем эпир, чăвашсем? Хăш йăх-тымартан? Ăçти вырăнсенчен тухнă? Çак ыйтусен хуравĕсене статьяна вуласа тухсан пĕлме пулать.
"Кун-çул тÿпи" ярăмра Иван Тенюшевăн "Манăн пурнăç вĕçленмен юрăсем…", е "Ăçта эсир, чăваш каччин пурнăçне çăлнă чăваш пикисем?" автобиографилле статья пичетленнĕ. Иван Тенюшев профессорпа Лидия Филиппова журналист курса калаçнă. Статьяра Тенюшевсен çемье архивĕнчи сăн ÿкерчĕксене курма пулать.
Номерти "Çемье вулавĕ" ярăмра Иван Павловăн "Пĕрре курсах саврăм-ши…" калавĕ кун çути курчĕ. Хайлав ячĕнченех паллă, автор çамрăксен юратăвĕ çинчен çырать.
"Юбилей" ярăмра Аркадий Казанов çыравçă хăйĕн "Ăсчах пехилĕ" статйинче педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ, Тĕнчери педагогика академийĕн, Раççей педагогика ăслăлăхĕпе социаллă ăслăлăх академийĕн чăн членĕ, Чăваш Республикин ăслăлăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РСФСР çут ĕç отличникĕ Егор Васильевич Васильев-Бурзуй профессор çинчен çырса кăтартать. Çакăнтах Егор Васильев -Бурзуй шăрçаланă хăш-пĕр кĕске хайлавсемпе паллашма пулать.
Кăларăмăн "Ирĕклĕ калаçу" ярăмĕнче вулакансем сăвăç, юрăç, композитор, педагог, артист, Чăваш Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, хальхи вăхатра К. Иванов ячĕллĕ Литература музейĕн ертÿçи Светлана Асаматран илнĕ итервьюпа паллашма пулать. Юрăçпа Лидия Филиппова курса калаçнă. Çак ярăмрах поэтăн Çеçпĕл Мишши палăкĕ умĕнче ирттернĕ хурлăхлă митингра тухса калаçнисене вулама май пур.
"Асрах эсир, асăмăртах…" ярăмра Лидия Филиппова Антон Иванович Петрухин ăсчах-философран 1999 çулта, вăл çуралнăранпа 85 çул çитес умĕн, тĕл пулса калаçнă интервью вырнаçнă. Статьяна пичетленĕ май, автор Антон Иванович Петрухинăн хĕрĕпе – Вера Антоновнăпа калаçнă йĕркесемпе те паллашма пулать.
"Вулакан пултарулăхĕ" ярăмра Пушкăртстан Республикин çыравçи Лидия Шуршăл сăввисем пичетленнĕ. Авторăн сăввисемпе калавĕсем Пушкăртстанри тата Чăваш Енри хаçат-журналсенче кун çути курса вулакансене савăнтараççĕ.
Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Зинаида Воронова ятне, унăн ĕçĕсене Чăваш Енре пĕлмен çын çук та пулĕ. Елчĕк районĕнчи ăстаçă хатĕрленĕ авалхи чăваш хĕрĕсен çи-пуçĕ, тухьясем, хушпусем тата куçа илĕртекен пуканесем республикăри кашни яла, Раççейри тĕрлĕ региона, ют çĕр шыва çитнĕ. Чăваш çи-пуçĕ ăстин кашни пуканийĕ чĕрĕ экспоната аса илтерет. Кăларăмăн "Киленĕç" ярăмĕнче те Зинаида Вороновăн чиперукĕсене курма пулать.
Хисеплĕ вулакан! Журналта пичетленнĕ хайлавсемпе ытти материалсем Сирĕн кăмăла каясса шанатпăр.
Журналпа "Чăваш кĕнеке" центрăн библиотекарĕ Любовь Матюкова паллаштарнă.