26 | 12 | 2024

Обзор журнала "Таван Атал" №7 2011 г. (Приложение - журнал Сунтал)

Хисеплĕ вулакансем!

Сире Чăваш Республикинче кашни уйăхрах тухса тăракан "Тăван Атăл" журналăн кăçалхи 7-мĕш номерĕпе паллашма сĕнетпĕр.


Ку кăларăм ыттиcенчен уйрăлса тăрать. Журнал пĕр пайран тăрать, "Сунтал" пайĕ çук. Кăларăмăн хуплашки çине "Чăваш календарĕ" пичетленĕ.

"Проза" пайра Валерий Муравьев çырнă "Çылăхлă арçын" романăн пиллĕкĕмĕш кĕнекипе паллашма май пур. Автор хайлава вĕçлемен, малалли пайĕ пулать тесе палăртнă. Хайлава автор мĕншĕн çакăн пек ят панине романа вуласан пĕлме пулать. Çакăнтах Елен Нарпин "Çур çĕр хыççăнхи çул çÿрев" ятлă калавне вулама пулать.

"Поэзи" пайра Петр Семеновăн "Маттурлăх панă-ха турри" сăвăсен ярăмĕпе паллашма пулать. Кĕскен автор çинчен аса илтеретпĕр.

Петр Федорович Семенов 1961 çулхи авăн уйăхĕн 6-мĕшĕнче Патăрьел тăрăхĕнчи Красномайскра çуралнă. Тăван ялĕнче 8 çул вĕренмелли шкулта, унтан кÿршĕри Алманчăра вăтам пĕлу илнĕ хыççăн Совет çарĕнче хĕсметре тăнă. Шăпах салтакра чухне тăван çĕрĕ-шывĕшĕн, тăван чĕлхе сăмахшан тунсăхласа çитнĕ чунĕнче сăвасем çуралма пуçланă та. Çак туртăм ăна каярах Чăваш патшалăх университечĕн чăваш уйрăмне илсе çитернĕ. Ун хыççăн вăл 19 çул шкулта ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра "Батыревский" хуçалăхăн уйăхра пĕрре тухса тăракан "Тăван енĕм - Патăрьел" бюллетеньне калăплать… (С. 53)

Кăçал чăваш сăвăçи, журналист Иван Малкай çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Çакна май кăларăмăн "Юбилей" ярăмĕнче поэта халалланă "Сăввисем шăнкăр шыв юххи пек вуланаççĕ…" статья пичетленнĕ. Кунта Иван Малкайăн хăш-пĕр сăввисем тата ун çинчен çыравçăсем каланă аса илÿсем вырнаçнă.

Çакăнтах Илья Думилин çыравçă çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май авторăн "Сăввисенче – хăйĕн сасси, хăйĕн чунĕ…" ятлă сăвăсен ярăмĕ пичетленсе тухнă.

Номерĕн "Куçару" пайĕнче француз писателĕ Андре Моруа çырнă "Тĕрмерен таврăнни" хайлавне вулама май пур. Французларан ăна чăваш литературин паллă тĕпчевçи Юрий Артемьев куçарнă.

"Драматурги" пайра Геннадий Медведев çырнă "Пасар патши" ятлă икĕ пайлă драма пичетленнĕ. Автор кунта çынлăх, мораль, укçа темине хускатать.

"Театр" ярăмра Надежда Кириллова-Степанова çырнă "Щепкинецсем" ятлă материал чăваш театрне кăмăллакансене кăсăклă пулĕ. Кунта чăваш театрĕн артисчĕсене хатĕрлекен ятарлă студи мĕнле пуçланса кайни çинчен çырса кăтартнă. Çавăнпа пĕрлех автора чăваш театрĕ пĕтсе ларас хăрушлăх та пăшăрхантарать.

Журналăн "Саламлатпăр" ярăмĕнче "Тĕнчери чи ăста пианист – чăваш йăхĕнчен" ятлă статьяра Петр Чайковский ячĕллĕ конкурсра чи сумлă приза – Гран-прие тата ылтăн медале Каçал тăрăхĕпе çыхăннă Даниил Трифонов çĕнсе илни çинчен вуласа пĕлме май пур.

Çакăнтах "Тăван Атăл" журналăн авторĕ – Светлана Гордеева çыравçă Санкт-Петербургра ирттернĕ ача-пăча литературин "Пегасик-2011" конкурсĕнче çĕнтернĕ – "Аслисем ачасем валли çырнă сăвăсем" номинацире мала тухни çинчен тата авторăн "Пирĕшти" ятлă çĕнĕ калавĕпе паллашма пулать.

Кăларăмсенче чи тухăçлă статьясем пичетлекен Лидия Филиппова хальхинче те "Ахрăм" ярăмра "Шупашкар – Дагестан: мăн асаттесен чĕнĕвĕ" ятлă кăсăклă материал пичетлесе кăларчĕ. Кунта автор чăваш çамрăкĕсен "Сăвар" пĕрлешĕвĕ тата унăн хисеплĕ элтеперĕ Ултияр Цыпленков кашни çул чăн чăваш чунĕллĕ ентешсене, "Камсем эпир, хăш йăх-тымартан, ăçти йăваран тухнă?.." ыйтусемпе пăлханакан, хăйне хисеплекен чăваш ывăл-хĕрне пирĕн халăх историйĕнчи паллă вырăнсемпе паллаштарас тĕллевпе Çурçĕр Кавказа Дагестана çула тухни çинчен çырса кăтартать. Статья чăваш историйĕпе кăсăкланакансемшĕн усăллă пулĕ.

"Хисеп" ярăмра Геннадий Волков академика асăнса Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Анисия Игнатьева çырнă "Асран кайми сăнар" ятлă статьяпа паллашма пулать.

Журналăн "Автограф" пайĕнче Арсений Тарасов Вăрнар тăрăхĕнчи республикăра палăрса тăракан "Санары" агрофирмăн директорĕ, Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роберт Игнатьевич Петровпа "Пурнăç никĕсĕ – ĕç" статьяра паллаштарать. Статья сăн ÿкерчĕксемпе пуян.

Кăларăмри "Ÿнер" ярăмра Чăваш республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, С. Элкер премийĕн лауреачĕ, Пĕтĕм тĕнчери Н. Рерих ячĕллĕ преми дипломанчĕ Сергей Журавлевăн ÿкерчĕкĕсемпе киленме май пур. Çакăнтах "Çĕнĕ кĕнеке – çĕнĕ тĕнче" ярăм та вырнаçнă. Вулакансем хальхи вăхăтра тухнă кĕнекесемпе паллашма пултараççĕ.

Журналта "Капкăн кĕтесĕ" çĕнĕ ярăм уçăлнă. Унта фельетон, тĕрлĕ шÿтсем пичетленнĕ.

Номерти "Тăван Атăл" - ачасене" ярăмра Николай Карай, Лидия Саррине, Борис Борлен тата ытти çыравçăсен ачасем валли çырнă кĕске сăввисемпе паллашма пулать.

"Чун киленĕçĕ" ярăмра А. Сурковăн "Пурнăç тĕррисем" статйинче Етĕрне тăрăхĕнчи Палтай ялĕнче пурăнакан Раиса Венедиктовна Рыбаковăпа, халăх ăстипе, паллаштарать. Кăларăмра Раиса аппан чун киленĕçĕсене те курма май пур.

Хисеплĕ вулакан! Журналта пичетленнĕ хайлавсемпе ытти материалсем Сирĕн кăмăла каясса шанатпăр.

Журналпа "Чăваш кĕнеке" центрăн библиотекарĕ Любовь Матюкова паллаштарнă.